Тантăш

9 Юпа, 2014

Туслă çемьере çитĕнни – хăех телей

Çемье – ачалăх сăпки. Кил-йышри хутшăнусен çирĕплĕхĕпе çепĕçлĕхĕнчен ывăл-хĕр еплерех çитĕнесси нумай килет. Тен, тĕппипех тесессĕн те тĕрĕс пуль. Ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ-аппăшĕ çине пăхса е пархатарлă, е сиенлĕ тĕслĕх илет шăпăрлан.

9 Юпа, 2014

Çулсăр çÿрекен лашине çухатнă

Вăрмантан вăрăм, курăкран лутра. Мĕн-ши вăл? Çук, вĕрен мар. Юрĕ-çке, нумай аптăратмăп сире. Тупсăмĕ – çул. Этем ĕмĕрĕнче унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ахальтен мар-тăр пурнăç çулĕ тетпĕр. Таçта та илсе çитерет вăл пире.

9 Юпа, 2014

Чăваш хĕр ачи – паттăр!

Уроксем пĕтсен Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкулĕн пиллĕкмĕш класс вĕренекенĕ Оля Ярисова килне васкарĕ. Ара, нумай пулмасть çичĕ уйăх тултарнă Федя шăллĕшĕн çав тери тунсăхларĕ-çке вăл! «Алăк урлă каçсанах ăна йăтса çÿ-ÿ-ÿле çĕклĕп, атте пек.

9 Юпа, 2014

«Пурнăç темĕнле йывăр пулсан та юрăпа çăмăлрах пек туйăнать...»

Çуралсанах юрлама пуçланă пулĕ вăл. Халĕ те çынсем ăна курсан: «Пурнăçна юрласах ирттеретĕн-çке», – теççĕ. Чăнах та çапла.

2 Юпа, 2014

Юбилей ячĕпе сана, шкулăм!

Мăн Этмен шкулĕ - çĕр çулта. Çак сумлă уява паллă тума хăнасем ир-ирех йышлă пуçтарăнчĕç. Вĕренекенсем вĕсене ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. Мăн Этменсем хăнана пăхма пĕлеççĕ - пуçтарăнакансене тÿрех классене вĕри чей ĕçме илсе кайрĕç.

Pages