Тантăш

25 Авăн, 2014

Артист пулмаллах!

Пĕррехинче шкула Виктор Перов кулăш ăсти килнĕ. Вăл тăваттăмĕш классемпе тĕл пулу ирттернĕ. Темĕн те пĕр каласа тĕлĕнтернĕ хыççăн: «Халĕ, ачасем, кама мĕн кăсăклантарнине ыйтăр-ха манран, пĕтĕмпех хуравлăп», – тенĕ. Саша Жачев нумай шухăшласа тăман.

25 Авăн, 2014

Çар ялавне упранă Костя Кравчук

1943 çул. Сталинград тата Курск пĕккинчи çапăçусенче çĕнтертĕмĕр, Украинăна ирĕке кăларма тытăнтăмăр. Унăн пайне те пулин тытса юлас тесе тăшмансем Нарва, Сож, Днепр тата Сĕтлĕ шывĕсен хĕрринче хÿтĕ-ленÿ вырăнĕ тума палăртнă. Тухăç валĕнче Днепр тĕп вырăн йышăннă.

25 Авăн, 2014

Вăй хушать, хавхалантарать, туслаштарать

Камилла Никитина та, Ксения Порфирьева та çĕнĕ куна тренировкăран пуçлаççĕ: вĕсем ирсерен виçĕ çухрăм чупаççĕ. Вун пилĕк çулти тантăшсем çакна никам хушмасăр пурнăçлаççĕ. Кĕçех çамрăксен йышне Ольга Ваçанккапа Настя Лебедева та хутшăнаççĕ. Унтан Валерия Илларионова, Саша Николаев, Денис Васильев...

18 Авăн, 2014

«Манăн юлташсем – чи лайăххисем»

Нумай ачаллă çемьере çитĕнекен Рита Егоровăшăн çуллахи каникул ăнăçлă иртрĕ. Кăçал та вăл «Космонавт» лагерьте канса çĕнĕ юлташсемпе паллашрĕ. Халĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ те пушă вăхăчĕ сахалтарах. Уроксем пурнăçламалла, килте аслисене пулăшмалла. Апла пулин те тусĕсемпе интернет урлă час-час çыхăнать.

Pages