Тăван Атăл

19 Чÿк, 2019

Шурă анчăк

Пирĕн ялти Жантай кинемей çинчен илтмен çын çук та пулĕ таврара. Унăн тĕлĕнче яланах çынсем пухăнса тăнине курма пулать. Укăлча умĕнче ют машина е кутамккаллă çул çÿревçĕ курăнчĕ пулсан вăл Жантай кинемей патне çул тытни пирки иккĕленмесĕрех калама пулать. Эпĕ хам миçе хутчен çул кăтартса янă çавăн пеккисене: мечĕтрен масар еннелле утмалла, ял хĕрринче улăм витнĕ пĕчĕк пÿрт ларать. Çак пÿрт тăрри – ялта пĕртен-пĕрре. Çак тăрă айĕнче пурăнать те ĕнтĕ Жантай карчăк. Килнĕ çын ăнланманнискер пулсан хăш-пĕр чухне ăна тĕплĕрех каласа пама тивет.

19 Чÿк, 2019

Пуянсем концерта мухтанма çеç çÿреççĕ-ши?

Демпит, канифоль, сурдина, фермата, сольфеджио, сольмизаци... Çак сăмахсен пĕлтерĕшне нумайăшĕ ăнланмасть. Василий Журкин вĕсем çинчен çĕрле ыйхăран вăратсан та каласа параять. Ку ăнлавсемпе вăл садике çÿренĕ вăхăтрах паллашма пуçланă.

19 Чÿк, 2019

Учительсен династийĕ: ашшĕ, амăшĕ, ачисем

Элĕк тăрăхĕнче Тури-Вылă текен ял пур. Çав ялта çуралнă та пирĕн хайлавăн тĕп паттăрĕ Севастиан Архипов. Ун чухне, çирĕммĕш ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче, совет влаçĕ тĕттĕм халăха хут вĕрентес, пурнăçа çĕнĕлле йĕркелесе ярас тесе тăрăшма пикеннĕ. Çапла чăваш ялĕсенче те пĕчĕккĕн шкулсем уçăлаççĕ. Элĕк ачисем те алла кĕнеке тытаççĕ, сас паллисемпе паллашаççĕ. Акă ĕнтĕ пирĕн Çеççим те чăваш алфавитне пĕтĕмпех алла илчĕ, сăмахсене çыхăнтарма та, вуланă чух пуплевсене сасăпа йĕркелеме хăнăхса çитрĕ. Шăрантарать кăна: çăл куç шывĕ шăнкăртатать тейĕн!

Pages