Тăван Атăл

24 Çурла, 2017

Тăван халăхăмăр... Тăван чĕлхемĕр...

Хăйĕн чĕлхинчен, халăхĕнчен вăтанакан çын этем пулса çитеймен-ха.

Чĕлхе пĕтсен халăх пĕтет. Чĕлхе — халăхăн тĕп палли.

Халăх хăйĕн чĕлхипе усă курма пăрахсан чĕлхе çухалать.

Чĕлхе халăха тăвать, пĕрлештерсе тăрать.

Чĕлхене улăштарсан — халăх ячĕ те урăхланать.

Йыш чĕлхене çуратнă, чĕлхе йышран ХАЛĂХ тунă.

24 Çурла, 2017

"Чыс-хисеп яваплăха тата та ÿстерет..."

Нина Яковлева çинчен калаçма çăмăл та, çав вăхăтрах йывăр та. Чăвашла пĕлекен, çавăн пекех хăйне кăштах та пулин хисеплекен çынна унпа паллаштарма кирлех те мар.

24 Çурла, 2017

Иртет пурнăç... мунчара

Мускавра ĕç тупса параканĕ шăнкăравласан тепĕр куннех Чĕкеç Ваççукĕ хăйĕн бригадине пуçтарчĕ — кам мĕн шухăшланине пĕлме, йыхрав тăваканăн сĕнĕвне сÿтсе явма. Пиллĕкĕн çÿреççĕ вĕсем, темиçе çул ĕнтĕ, пĕр улшăнми. Пурте лайăх пĕлекенсем, юлташсем, тăвансем. Чăн та, хальхинче Петĕр пулмарĕ, арăмĕн пиччĕшĕ çĕнĕ хваттер туяннă та ăна юсама пулăшать-мĕн, ку хутĕнче Мускава пыраймассине е, Ваççукпа ыттисем килĕшсен, каярах пыма пултарассине вăл шăнкăравланă чухнех пĕлтерчĕ.

Pages