Каçалсем ĕçре хастар, чун-чĕрепе пуян
27 Feb, 2018 | Хыпар | Культура | Уяв

Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче Комсомольски районĕнче çуралса ÿснисен тата республикăн тĕп хулинче пурăнакансен «Кĕтне» ентешлĕхĕн уявĕ иртрĕ.

Унта тĕрлĕ професси çыннисем, вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Ăна ентешлĕх ертÿçи, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, эстрада юрăçи Светлана Печникова ертсе пычĕç.

— Кăçалхи нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче пирĕн ентешлĕх 20 çул тултарчĕ, — терĕ Валерий Владимирович. — Пĕрремĕш ларăва А.Шагаров юрист, Президент Администрацийĕн унчченхи ертÿçи  П.Краснов, А.Лукьянов предприниматель, С.Лукиянов архитектор, С.Егоров, В.Гордеев, «ТАВ» общество директорĕ А.Капитонов, К.Пахалов, М.Козлов, ыттисем — пурĕ 60 çын — пуçтарăнчĕç. Ентешлĕхе тĕрлĕ вăхăтра эпĕ, А.Лукьянов, В.Гордеев, А.Капитонов ертсе пынă. Правлени тăрăшнипе тата ентешлĕх хастарĕсем укçа уйăрнипе Комсомольски ялне пырса кĕнĕ çĕре, Çĕрпÿ — Ульяновск автоçул хĕррине, чаплă стела лартрăмăр, Вăрманхĕрри Чурачăкра ентешĕмĕрĕн, «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман авторĕн Куçма Турханăн, Иван Смирнов пулеметчикăн тата РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕн Вера Лавровăн асăну хăмисене уçрăмăр. Эпир çине тăнипе Куçма Турхан ячĕллĕ преми туса хутăмăр, ăна илемлĕ литература хайлавĕсем çырнăшăн пама йышăнтăмăр.

Уява çĕршывăн тĕп хулинчен килнĕ хаклă хăна — Мускаври «Сыны Отечества» офицерсен юлташлăхĕ» общество организацийĕн ертÿçи, В.П.Макеев академик ячĕллĕ патшалăх ракета центрĕн генеральнăй конструкторĕн заместителĕ Владислав Ильин саппасри вице-адмирал (сăн ÿкерчĕкре) хутшăнчĕ. Шăматкун «Спартак» спорт шкулĕн залĕнче унăн ячĕпе хисепленекен парнесене çĕнсе илессишĕн республикăри ялсенчи çамрăк волейболистсен II турнирĕ иртнĕ. Вĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шурут Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Ильин вице-адмирал, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ыттисем саламланă. Пуринчен ытла çак хыпар савăнтарчĕ: ăмăртура пĕлтĕр те, кăçал та Комсомольскисен команди çĕнтернĕ! Малалла вулас...

Юрий МИХАЙЛОВ. CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.