Кадет пулни чун-чĕререх

9 Чÿк, 2017

5-мĕш класран пуçласа 9-мĕш таран вĕсем Шăмăршăри вăтам шкулти кадетсем пулнă. Вĕсен çитĕнĕвĕсем пысăк. 2016 çулта Патăрьел районĕнче иртнĕ «Орленок» ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухнă. Вăл республика шайĕнче иртнĕ. Çакăншăн кадетсене «Вымпел» çарпа патриот центрĕ «Орленок» лагере çар сменине янă. Тĕпренчĕкĕсем лагерьте те пултарулăхне кăтартма пултарнăшăн ашшĕ-амăшне тав çырăвĕ парса савăнтарнă. Вĕсем икĕ хутчен «кадетская поверка» конкурсра маршировка туса çĕнтерÿçĕсем пулнă. Республикăри Кадет балĕнче призерсен шутне лекнĕ. Иртнĕ хĕлле «Нам этот мир завещано беречь» ăмăртура малти вырăна тухнă. Кашни çулах ГТО спорт фестивальне хутшăннă, çĕнтерÿçĕсем пулнă. Халь ĕнтĕ вуннăмĕшĕнче вĕсем профильсем çине пайланса кайнă.

Елена Паймина, Анастасия Петрова тата Евгений Шерников социаллă-гуманитарлă профильпе вĕренеççĕ. Ленăпа Настьăн 9-мĕш класс аттестачĕсем — хĕрлĕ. Женьăн, шел пулин те, алгебрăпа «тăваттă» тухнă.

Елена Паймина вăрăм пÿ-силлĕ чиперук. Шăмăршă салинче пурăнать. 2014 çулта Мускавра иртнĕ Раççей шайĕнчи «Тăван çĕршывăн çамрăк таланчĕсем» конкурсра хутшăнса «Сăн ÿкерчĕк» номинацире çĕнтернĕ. Конкурсра Ленăпа çумăн чи çывăх çынни — амăшĕ пулнă. 10 кун пурăннă вĕсем Мускавра. Тĕрлĕ концертра, экскурсире пулса курнă. Хĕр пĕрчи Раççейри ытти кадетпа, суворовецсемпе паллашнă. Хăйне валли пысăк опыт пухнă.

Лена сăвăсем çырать. 2015 çулта вăрçă темипе сочинени çырса «Чи лайăх шкул сочиненийĕ» ята çĕнсе илнĕ. Ку конкурс Раççей шайĕнче иртнĕ. Сочинение Лена хăй шăрçаланă сăвва кĕртнĕ, çаках ĕнтĕ маттур хĕре малти вырăна тухма пулăшнă. Пултаруллă хĕр çитĕнĕвĕсене кура 2017 çулта «Чи лайăх кадет» ята тивĕçнĕ. Çак ята республикăри 6 кадет илейнĕ. Лена 2015 çулта район пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă. Çак çулах çитĕнĕвĕсем пысăк пулнăран «Артек» лагерьте каннă. Ленăн юратнă предмечĕсен шутĕнче истори тата вырăс литератури. Хĕр юрист пулма ĕмĕтленет. Ашшĕ юрист пулни витĕм кÿнех тесе шутлать вăл. Лена спортпа та туслă. Волейбол, баскетбол тата ишесси — уншăн чун уççи. Пушă вăхăтра вырăс классикине вулама кăмăллать. Ленăн Маша йăмăкĕпе Степа шăллĕ пур. Хĕр вĕсене питĕ юратать.

Анастасия Петрова Кахăрлă Шăхаль ялĕн чиперкки. Кашни çулах ОБЖ, вырăс чĕлхи, литература предмечĕсемпе иртекен олимпиадăсене хутшăнать. 2016 çулта иртнĕ зарницăра 60 метр чупассинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Оренбург хулинче иртнĕ «Атăлçи зарници — 2016» ăмăртура Настя республика командин йышĕнче пулнă. Питĕ нумай тус тупнă Оренбургра хĕр. Пĕр-пĕринпе хутшăнни хăйне валли кăсăклине нумай илме май панă. «Орленокри» çитĕнÿсемшĕн Настьăна Кремль полкĕн чакăр кăвак ялккасне тăхăнтартаççĕ, тăхăнса çÿреме ирĕк паракан сертификат тыттараççĕ. Вĕренекенĕн юратнă предмечĕсем — вырăс чĕлхипе литератури тата ОБЖ. Спортпа туслă. Ишессине, волейбола, баскетбола кăмăллать. Пĕрмай район тата республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнать. Пурнăçне литература пултарулăхĕпе çыхăнтарасшăн. 6-мĕш класра «Тăван çĕршывăн çамрăк таланчĕсем» республикăри журналистика конкурсĕнче лауреат ятне тивĕçнĕ. Настьăшăн тĕслĕх — Ирина аппăшĕ.

Женя Шерников пултаруллă та яштака каччă. Шăмăршă салинче пурăнать. Тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнать. Пĕлтĕр литературăпа иртнĕ республика олимпиадинче призер пулнă. Истори, географи предмечĕсене питĕ юратать. Куç хупса карта каласа пама пултарать вăл. Документлă фильмсем пăхать. Фантастика жанрĕпе çырнă кĕнекесем вулать. Шкултан вĕренсе тухсан юриста вĕренме каясшăн. Официаллă чĕлхепе çăмăллăн калаçма пултарать вăл. Каччăна политика çав тери кăсăклантарать. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.