Кадетсем тупа тунă

20 Раштав, 2018

Çак кунсенче Чăваш Республикинчи ШĔМ историйĕн музейĕнче Шупашкарти Кадет шкулĕнче ăс пухакан 21 кадет тупа тунă.

9-10-мĕш классенче вĕренекенсем ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин умĕнче хăйсене тивĕçлĕ тытнă. Сергей Дмитриевич тата ытти хăна ачасене ăнăçлă пурнăç çулĕ суннă. Шкул директорĕ Светлана Иванова та вĕренекенсене ăшшăн саламланă, çĕршыва юрăхлă çын пулма пилленĕ.

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА. Unitex-center.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас