Кафене чĕнчĕ те хăй тухса тарчĕ

25 Çу, 2017

Студент чухне общежитире пĕрле пурăннă тусăм Сергей ĕç хыççăн кафене чĕнчĕ. Вĕренсе тухнăранпа та унпа çыхăнăва татман, телефонпа шăнкăравласа калаçсах тăраттăмăр: пĕрле вĕреннисем, ĕçри лару-тăру пирки, тепĕр чухне аптăранипе çанталăк çинчен… Савни те, еркĕн те мар вăл маншăн. Юлташ теме те çав тери çывăх хутшăнса курман унпа. Студент чухне пĕр-икĕ хутчен кинона кайнăччĕ, анчах билет укçине хамах тÿленĕ пек астăватăп. Кăмăлĕпе аванахчĕ-ха вăл, анчах сарă кăтра çÿçĕ çеç килĕшместчĕ мана. Тепĕр хĕрсем вара мăйĕнченех уртăнатчĕç.

Ĕç хыççăн ниçта та васкамалла марччĕ, килте кĕтекен çук, унпа кафене кайма хаваспах килĕшрĕм. Тĕрĕссипе, иртен пуçласа каçчен тĕпĕртетнĕрен чей ĕçме те вăхăт пулмарĕ çав кун. Пÿлĕме пĕри кĕчĕ, тепри… Директор манран кулнăн ирхине сĕтел çине пĕр купа хут купаласа хучĕ те — каç енне аран çăрăлса тухрăм.

Хырăм та хыр тăррине хăпарма ĕлкĕрнĕччĕ. Банкет ирттермелли пирки ĕçри столовăя хăвăртах хупрĕç, ирхине килтен апат илсе тухма ÿркентĕм. Сĕтел хушшине вырнаçсан Сергей мĕн те пулин сĕнессе кĕтсе илеймерĕм, менюпа хам паллашма шухăшларăм. Ĕç хыççăн кафере выçă ларма-и тата? Халь тин вун çичĕ çулта мар-çке, хамăн юратнă салата, ананаспа чăхран хатĕрленине, илтĕм, тĕтĕмленĕ чăх какайĕ, улма-çырла сĕткенĕ суйларăм. Сергей килте çисе тухнă тесе хăйне валли кофе çеç саккас пачĕ. Ăнланмарăм: малтан йăл-йăл çиçекенскерĕн темшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнчĕ. «Ку кафере ытла хаклă пек туйăнать, кофе те 60 тенкĕ тăрать. Урăххине каймалла марччĕ-ши? Çука хăвараççĕ вĕт», — терĕ хайхискер. Нимĕн чĕнеймерĕм, шалт аптăрамалла, аван марланнипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕрччĕ çак самантра. Пит хĕрелнипе вут пек пĕçерме пуçларĕ. Халь тин тухса кайма та лайăх мар. Тăрса утмаллаччĕ те, анчах хама тенкел çумне çыхса лартнăн туйрăм. Шÿтлесе каламарĕ-çке арçын. Сăмаха айккинелле пăрас терĕм те — вăл эпĕ мĕн каланине итлесшĕн пулмарĕ. Кофĕне хăвăрт ĕçсе ячĕ те: «Кунта ытла шавлă, васкавлă пĕр ĕç пур. Эпĕ телефонпа тухса калаçам-ха, часах кĕретĕп», — терĕ кăштахран. Самаях вăхăт иртрĕ: Сергей çук та çук. Малалла вулас...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.