КАЛЕНДУЛА - СИВĔРЕН ХĂРАМАН ЧЕЧЕК

13 Раштав, 2013

Календулăна ноготки тесе те калаççĕ. Вăл чи авалхи сиплĕ чечексенчен пĕри. Ун çинчен Авицена ĕçĕсенче асăннине те асăрхама пулать. Çак чечек Маргарита Наваррская Королева /1492-1549/ чи юратнă чечекĕ тесе хăйĕн пахчинче çитĕнтерме хушнă хыççăн уйрăмах палăрма тытăннă. Унпа тĕрлĕ чирсене сиплеме, ыратнине ирттерме усă кураççĕ. Уйрăмах вăл пыр ыратнине сиплеме май парать.

Календула - сивве тÿсĕмлĕ, ачаш мар, çутта юратакан, анчах типĕ тăпрана килĕштермен ÿсен-тăран.

Вăл пĕр çул ÿсет, туни 35-80 сантиметр çÿллĕш, йышлă çулçăллă, çирĕп тымарлă пулать. Чечекĕн пуçĕсем шултра, 6-10 см сарлакăш, сарă, сарăрах хĕрлĕ, тĕксĕм варриллĕ, айккисем шупкарах тĕслĕ те пулаççĕ. Çĕртме уйăхĕнчен пуçласа хаяр сивĕсем таранах чечекре ларать.

Янкăр сарă тĕслĕ календула ушкăнра илемлĕ курăнать, лутра ÿсекеннисем вара уйрăмах балконсем çинче капăр курăнаççĕ. Ют çĕр-шывсенче календулăна чечек çыххисем тумашкăн ÿстереççĕ.

Вăрăран ÿсет, 1 грамра 140-160 вăрă шутланать. 100 туна ÿстермешкĕн 2 грамм вăрă кирлĕ пулать.

Акмалли тапхăр - ака уйăхĕнчен пуçласа чÿк уйă­хĕчченех. Калча валли ака уйăхĕнче лутра сортсене акаççĕ, çакă вĕсене хăвăртрах чечеке ларма май парать. Çу уйăхĕнче /ку яланхи вăхăт шутланать/ ăна уçă лаптăка, пĕчĕк йăвасем пек, кашнине пĕр-пĕринчен 15-25 сантиметртан акмалла. Вĕсем утă уйăхĕнче çеçке çураççĕ

Çурла уйăхĕнче календула çеçкисем çурăлччăр тесен вăрăсене çĕртме варринче акма юрать. Çак вăхăтра чечекĕн çеçкисем уйрăмах илемлĕ, лăпсăркка пулаççĕ.

Çуркуннехи вăхăтра /çĕртме пуçламăшнелле/ календула çеçке çурнине курас килсен вăрăсене кĕркунне, хĕле хирĕç акма юрать.

Акнă хыççăн çеçке çуриччен 45-50 кун иртет. Калчасем çирĕп пулччăр тесен сайралатмалла. Типĕ, шăрăх вăхăтра календулăна лайăх шăвармалла. Унсăрăн чечек пуçĕсем вĕтелеççĕ, вăл чечек çурма пăрахать.

Минерал удобренийĕсемпе апатлантарни чечекшĕн питĕ усăллă. Ун пек чух вăл шултра, йышлă чечексем çурать.

Тĕмсене яланхи вырăна куçарнă е сайралатнă хыççăн азот е органика удобренийĕсемпе /ĕне тислĕкĕн е кайăк-кĕшĕк тислĕкĕн шĕвекĕ/ апатлантарсан питĕ лайăх. Çак ĕçе пĕтĕмпе икĕ хут, 10-14 кунран тусан аван. Каярахпа, чечексем йышлăн çурăлма тытăниччен тулли комплекслă удобренисемпе 10-14 кунра пĕрре апатлантарма юрать.

Календулăн пур сорчĕсемпе те сипленмешкĕн усă курма юрать. Анчах та тĕксĕм сарă тĕслĕ çеçкеллисем уйăрмах сиплĕ шутланаççĕ. Çавăн пекех календула çеçкисене салатсене хушаççĕ, тĕрлĕ апат-çимĕçе тĕс кĕртмешкĕн усă кураççĕ.

Календулăн тымарĕсемпе çулçисем уйрăмах паха енĕпе уйрăлса тăраççĕ - вĕсем тăпрана тĕрлĕ кăмпа чирĕсенчен хÿтĕлеççĕ. Çак чечек хыççăн çĕр çырли, астра, ырă шăршăллă пăрçа уйрăмах аван ÿсеççĕ.

Лутра ÿсекен календула сорчĕсем, Гитана ушкăнĕ - 30-35 см çÿллĕш, лăпсăркка тĕм, 4 см анлăш чечексем, тĕрлĕ тĕслисем пулаççĕ.

Оранж Гитана - янкăр сарă, варринче тĕтĕм тĕслĕ чечек пуçĕсем.

Фиеста Гитана - тĕрлĕ тĕссем.

Патино - 30 см çÿллĕш, тирпейлĕ тĕм, чечексен пуçĕсем 3-4 см анлăш, хутăш тĕслĕ.

Çÿллĕ ÿсекен сортсем, Балс ушкăнĕ - 50-60 см çÿллĕш, çăра, лăпсăркка чечеклĕ тĕм.

Балс Оранж - çутă сарă тĕслĕ.

Каблуна ушкăн - 60-80 см çÿллĕш,чечек ушкăнĕсем 7-10 анлăш, питĕ хитре тĕслĕ.

Каблуна Голд-гельб - сарă тĕслĕ.

Каблуна Оранж - хĕрлĕрех сарă тĕслĕ.

Пацифик, Шанхейт, Бьюти ушкăнĕсем - 70 см çÿллĕш, шултра, 7-9 см анлăш чечек ушкăнĕллĕ, илемлĕ, çурма шар евĕрлĕ, питĕ хитре тĕслĕ чечексем.

Радио - 45-50 см çÿллĕш, типтерлĕ тĕм, 7-8 см анлăш чечек ушкăнĕ, хитре лăпсăркка чечексем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.