Кăмака хыçĕнчен — турчкапа

17 Нарăс, 2020

Паянхи çамрăксем ачисене мĕнле воспитани панине кура ирĕксĕрех хамăрăн яш çулсем аса килеççĕ. Ара, эпир те çамрăк пулнă, юратнă та, çуратнă та… Шел, паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр- упраçшăн сăпайлăх тени иртнĕлĕхе кăна юлчĕ-тĕр...

Чим-ха, пĕр хăнăхнă йăлапа, тен, питех вăрçма та кирлĕ мар «паянхисене»? Тепĕр тесен, ялта тĕрлĕрен пулать вĕт. Ĕлĕк те, халĕ те. Ачалăх, çамрăклăх кунĕсене таврăнса пăхар-ха апла пулсан. Мĕнле пăркаланă пире хăй вăхăтĕнче атте-анне? Эпир вара пепкемĕрсене мĕнле пулма вĕрентнĕ? Çак ыйтусен хуравне шыраса тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен аса илĕвĕсене илсе кăтартас килет. Çапах та малтан хамăртан пуçлар-тăр.
Паллă ĕнтĕ, сăмах тÿрех «иртĕнсе ÿсмен, мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхнĕ» тенинчен пуçланать. Мĕн тăвăн? Эпир çитĕннĕ чух колхоз-совхоз вăйраччĕ-ха. Ани- анипе кăшман-сухан уйăрса паратчĕç. Çав вăхăтрах килтине те тирпейлесе ĕлкĕрмелле. Атте-анне яваплă ĕçре тăрмашать пулсан пушшех те ĕçĕ-пуçĕ ачи çине тиенет. Урам тăрăх йытă хăваласа чупма вăхăт хĕсĕкрех пулнă çав. Тем пек тăрăшсан та, пахчари кшни улмуççишĕн налук тÿлемелли вăхăт пулмасан та пылак çимĕç сĕтел çинче тăтăшах курăнман. Укçа-тенкĕ енчен те хĕсĕкрех пурăннă та, анне пус çумне пус хушса тенĕ пек йĕркелесе пыратчĕ пурнăçа. Пылаккисенчен те çак кăна асра юлнă. Кукамай мăйăра илсе çÿреме юрататчĕ. Ăна питĕ лайăх типĕтме пĕлетчĕ. Хĕлле вара ăна пур мăнукне те пĕр пек пайласа паратчĕ. Пирĕншĕн канфет-пĕремĕк вырăннех пулнă вăл. Пичче манран чеерехчĕ. Хăйĕнне çисе яратчĕ те, манăн арман та ун хыççăн васкасах авăратчĕ. Манăн хутаç пушансан тăванăм… мăйăр туртса кăларатчĕ. Хăйĕнне çисе яман иккен вăл, пытарса кăна хунă. Эпĕ çисе ярасса кĕтсе. Çакăн хыççăн вара хăйĕн пайне сĕтел çине кăларса хурса шаклаттарса ларатчĕ сар мăйăра. Манăн ĕнтĕ, пĕчĕк те айванскерĕн, мĕн тăвас?
Тепĕр тутлă çимĕç анне хатĕрлетчĕ. Çырла пиçнĕ вăхăтра чиерен хуранĕ-хуранĕпе варени вĕрететчĕ. Халĕ шухăшлатăп та, тĕлĕнетĕп — вăл та пире тулăх çимелĕх пулман-шим вара? Кĕркунне колхоз уйăрса панă çĕр улмине пуçтарма каймашкăн питĕ юрататтăм — анне унта варени илсе тухатчĕ! Ун пек тутлине нихăçан та çисе курман текех. Халĕ ĕнтĕ колхозĕсем те арканса пĕтрĕç, аннем те тахçанах хура çĕр айĕнче. Варени тути кăна — чĕлхе çинче…
Пирĕн килте тутлă тепĕр апат пурччĕ. Кĕтмен хăна килсен анне яланах çăмарта ăшалатчĕ. хăвăрт та, çăмăл та. Пирĕн вара, ача-пăчан, пысăккисем ларакан сĕтел çывăхне те пыма юраман. Эх, пăхаттăмăр кăмака хыçĕнчен тутлă апат-çимĕç çине! Унта мĕн кăна çук! Хайхи çăмарта, ун çумĕнчех варени… Тăварланă хăяр та пулнă-ха та, пире вара вăл темшĕн пачах та кăсă-клантармастчĕ. Пуçра пĕр шухăш. йăлт çисе яраççĕ-ши, пире валли нимĕн те хăвармаççĕ-ши? Хăна хыççăн алăк хупăнать кăна, эпир — сĕтел хушшинче! Кашăксем явăнаççĕ кăна! Мĕнле тутлă вĕт-ха вăл — ăшаланă çăмарта!
Пĕррехинче вĕрентекенĕм çак çăмарта çинченех кăсăклă истори каласа кăтартнăччĕ — пире воспитани парас тĕллевпех ĕнтĕ. Вĕренÿре юлса пыракан ачасен ашшĕ-амăшĕ патне киле çÿресси йăлараччĕ ун чух. Кĕсье мар, стационар телефонсем те пулман-ха та. Амăшĕпе кăна ÿсекен арçын ачан килне çитсен хĕрарăм вĕренекене сĕтел хушшине чĕннĕ. Мĕнпе сăйланă тетĕр? Тĕшмĕртрĕр пулĕ — паллах, çăмарта ăшаланă. Пире мĕнле вĕрентнĕ? Хăнара апатпа сăйланмалла кăна, нумай çиме юрамасть, унсăрăн сăпайсăр тейĕç. Вĕрентекен хăй çапла калатчĕ. Паллă ĕнтĕ, вăл çăмартана кăшт тутаннипех сăйланнă. Темиçе уй урлă каçнипе хырăмĕ выçнă пулĕ-ха та… Кил хуçи хĕрарăмĕ ĕçпе кăшт пăрăннă кăна, сĕтел хушшине унăн ывăлĕ кĕрсе ларнă. Çатмари çăмартана йăлт каптăртаттарса янă хайхи. Вĕрентекенĕмĕр çакна каласа кăтартнă май пичĕ çаплипех вăтанса хĕрелетчĕ. «Ачасем, ун пек тума юрамасть», — çакна эпир унăн куçĕнчен пăхсах, сăмахсăрах ăнланаттăмăр.
Ĕçтешĕм вара нумаях пулмасть тата кăсăклă ĕç-пуç çинчен каласа кăтартрĕ. Вăхăчĕ — çавах. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсем. Республикăн кăнтăр районĕнчи чăваш çемйинче пулса иртнĕ ку. Йăли-йĕрки те — хамăрăнах, çав вăхăтриех. Воспитани мелĕ — ача-пăчан аслисен хушшине кĕме юрамасть, вĕсем хăналаннă чух кăмака хыçĕнчи чаршав хыçĕнчен пуç курăнсан — пĕтрĕ вара! Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга ИВАНОВА. Элĕк районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.