Канашлу: гектарсем тата центнерсем

27 Çурла, 2018

«Ĕççи кал-кал пырать. Кăçал çанталăк ку енĕпе нихçанхинченн лайăх», - ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каланинчен пуçларĕ. Çав вăхăтрах асăрхаттарчĕ те: çанталăк ялан çапла пулмĕ – уяр кунсемпе май пур таран тухăçлă усă курмалла.
Тыр-пула пухса кĕртессипе çыхăннă ĕçсем мĕнле пынипе вара вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн паллаштарчĕ. Чăваш Енри хуçалăхсем пÿлмесене 483 пин тонна тырă хывма ĕлкĕрнĕ. Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне гектар тухăçĕ 24,4 центнерпа танлашнă /пĕлтĕр 3,2 центнер пысăкрах пулнă/. 198 пин гектар çинчи тырра пухса кĕртнĕ — пĕтĕм лаптăкăн 70% «пушатнă».
Çанталăк çаплах тăрсан, талăксерен 6-7 пин гектар çинчи тырра вырсан, иккĕленмест министр, тыр-пула пухса кĕртесси тĕпрен илсен «авăн уйăхĕн пĕрремĕш декадин варринчех вĕçленмелле».
Ултă районта çĕр улми кăларма та тухнă. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 215 центнертан кăшт кăна иртет — çакă та иртнĕ çулхи кăтартуран пĕчĕкрех. Выльăх апатне илес тĕк — ăна хальлĕхе выльăхăн кашни пуçĕ валли вăтамран 19 центнер хатĕрленĕ. Çанталăк типĕ тăнине кура халь çулмалăх курăк сахал пулин те утă, сенаж чылай хатĕрленĕ — кирлин 97 тата 90 проценчĕ чухлĕ. Силос вара сахал-ха, техника куккурус уйĕсене тухсан ку кăтарту та лайăхланмалла.
Михаил Игнатьев хуçалăхсемпе фермерсем арендăна илнĕ çĕрсемшĕн ветерансене улăмпа тивĕçтермелли пирки аса илтерчĕ — ватăсене кÿрентерме юрамасть. 

Рубрика: 

Комментари хушас