Каникул усăллă иртет

30 Юпа, 2018

Шкул ачисен кĕрхи каникул пуçланчĕ. Чылайăшĕ ăна усăллă ирттерме ăнтăлать. Шупашкарта, акă, шахматла хăвăрт выляс енĕпе хĕрачасемпе арçын ачасен, яшсемпе хĕрсен хушшинче ăмăрту иртет.

Республика шайĕнчи тупăшу хăйĕн ĕçне «Олимпийский» стадионта ĕнерех пуçланă. 6 куна тăсăлĕ вăл. 9 çулчченхи ачасен хушшинче чи маттуррисем палăрма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Шахмат вăййин эстафетине малалла 11 çулчченехи ачасем тăсĕç. Вĕсем юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче тата чÿкĕн 1-мĕшĕнче тĕл пулĕç. Чÿкĕн 2-мĕшĕнче вара ăмăрту 13 çулчченхи ачасен хушшинче иртĕ. Шăмат кун тупăшăва 15, 17 тата 19 çулчченхи çамрăксем хутшăнĕç.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас