«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ!

27 Пуш, 2014

«Капкăн» журналăн кăçалхи улттăмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Александр Плехановăн «Ăнăçу вăрттăнлăхĕсем» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. 2-мĕш страницăра «Макияж турăм» ÿкерчĕк пур. Кăсăклă çак темăна Николай Ишентей поэт хăйĕн «Капăрлăх сăввинче» малалла тăсать, «химпром» сăнавĕсем пирки вулакана шухăшлама сĕнет.

«Саккун сакки» рубрикăра «Тăрăшаççĕ» юмореска пичетленнĕ.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторăн В. Кузьминăн «Туй шыраса» калавĕ çапăннă, вăл «Ах, анчах» рубрикăра вырăн тупнă.

Çавăн пекех журналта «Суя эрех сиктерет... шăтăкалла», «Тĕлĕк Уртемейĕ», «Тăманлă лăпкă ирхине» хайлавсем çапăннă.

Кăларăма алла тытсан «Пултаракансемпе култаракансем», «Йĕплĕ йĕркесем», «Пулать вĕт», «Пурнăç ÿкерчĕкĕсем» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.