Караслă пыл

21 Раштав, 2018

Роман сыпăксем

1-мĕш сыпăк

Ăшă, çап-çутă хĕвеллĕ те кăн-кăвак тÿпеллĕ çуркунне кĕрлесе-шавласа çитсе кĕчĕ ял урамĕсене. Ытла харсăр та пуçтах вăл кăçал. Хĕл юрлă пулчĕ, тем çÿллĕш кĕрт тултарчĕ. Çанталăк тăрук ăшăтса ячĕ те, 12-15 градус ăшă анчĕ, вăрман енчен кĕрлесе анакан юр шывĕ икĕ-виçĕ кунтах урамсене тулчĕ, çулсене пĕтерчĕ, шавлă çырма пулса яла икĕ пая уйăрса ячĕ. Ниçта пусма çук, йĕри-тавра тарăн сĕлкĕш шампăртатать. Хăш-пĕр çул аплах шавламасть юр, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ирĕлет те, шывĕ çĕр ăшне сăрхăнса кĕрет, çырма пулса юхса та кăтартмасть. Кăçал вăрман шывĕ вăйлă юхса анасран малтанах хăратчĕ ял. Ара, юр тем çÿллĕш выртрĕ те, çуркунне шывлă килессе кĕтрĕç. Çырмапуçсем кирлĕрех япаласене лавккаран маларахах илсе хатĕрлеççĕ, тăварĕ-шăрпăкĕ, кĕрпи-çăнăхĕ ал айĕнче пулнине мĕн çитĕ. Эрне патне лавккана та пырса кĕрейместĕн, укçи пулсан та пырса илейместĕн. Ытла чăрсăр, шухă кăçалхи çуркунне. Эрне хушшинче тем çÿллĕш юр куписем пусăрăнса-лăпчăнса пычĕç, хуралчĕç, шыв пулса ял çумĕнчи тарăн çырмана шĕрлесе анса кайрĕç. Уйсемпе пахчасем те хуралчĕç.
Çĕр тухрĕ. Кăнтăр тĕлĕнче лÿп ăшă. Çунасемпе урапасем тавлашам пекки туса илчĕç, анчах çуна çулĕ пĕтрĕ, çуна кунĕ иртрĕ. Çунасем, хĕвелтен именнĕ пек, лупас айне кĕрсе пытанчĕç, урапасем ăшăнма вара хĕвел çине кăлтăртатса тухрĕç, кăнтăр çутинче йăлтăртатса выртакан хуп-хура çăра пылчăка çăрма тапратрĕç. Сăртлăрах вырăнсенче çамрăк вĕлтрен, сарă чечек шăтса тухрĕç. Куçран çухалчĕ юр. Ăшă çумăр та çуса пачĕ, çĕр питне тасатрĕ, типĕтрĕ. Çурхи ĕçсем кал-кал пулса пычĕç. Хĕлле юр нумай çунипе çĕр тарăн шăнман, час пиçмест текелерĕç ватăсем, анчах çанталăк хăйĕннех тăвать. Çĕр хитре типрĕ. Тĕнче çĕнĕрен ыйхăран вăранчĕ, çурхи илемпе тумланчĕ. Куç умĕнчех улшăнса пырать тавралăх, йĕри-тавра кайăк юрри янăрать, шăна-пăван, пыл хурчĕ сĕрлет. Пурте вăраннă, ĕçе тытăннă. Пыл хурчĕсем чечек çинчи пыл шăршине икĕ çухрăмран туяççĕ тет, пыл шыраса аякках каяççĕ. Пысăк ăс панă вĕсене çут çанталăк, çавăнпа чаплă тухтăрсем теççĕ ĕнтĕ вĕсене. Пылĕ çеç мар, наркăмăшĕ те усăллă, сиплĕ эмел этемшĕн. Йывăç-курăк симĕсленчĕ. Çулçă сарăлать. Çĕмĕртпе чие çеçкене ларчĕç, кĕçех çеçкине тăкма та пуçларĕç. Сĕрлет вĕсем тавра пыл хурчĕ. Йывăçсем айĕнче йĕри-тавра шап-шурă кăпăш юр çуса лартнă тейĕн. Шурă çĕмĕрт айĕнче вун пĕр-вун икĕ çулти хĕрача тин ÿкнĕ шурă ачаш çеçкесене ывăçне пуçтарать. Ывăçне пуçтарать те уфф! тесе вĕрсе вĕçтерсе ярать. Вĕл-вĕл вĕçсе сапаланаççĕ тутлă шăршăллă çĕмĕрт çеçкисем, вĕтĕ шурă лĕпĕшсене аса илтереççĕ. Сывлăшра çаврăнкаласа-выляса илеççĕ те шăппăн çĕр çине анса выртаççĕ.
— Ай-уй, пĕри ман ал лаппи çумне çыпăçсах ларнă, ыттисемпе вĕçсе кайман, — хĕпĕртесе сиксе илчĕ хĕрача, аллине сăмси патне илсе пырса шăршласа тăчĕ. — Тутлă та-çке шăрши. Мĕншĕн час тăкăнатăр çак эсир? Ларăр ĕнтĕ пире ытларах савăнтарса. Таçтан аякран сăмсана пырса кĕрет вĕт тутлă шăршă. Ĕçлес пуль. Мана сухан çумлама хушнă анне. Пахча çимĕçĕ чăшăлах шăтса тухнă, ыхрине те, суханĕпе кишĕрне те çумламалла. Çум курăкĕ мĕнле хăвăрт ÿсет, çиччас суханĕпе кишĕрне хупласа хурать. Мĕн ÿсес мар ун, ăшши çителĕклĕ, нÿрĕ пур.
— Сухана çумласа пĕтертĕн-и? — илтĕнсе кайрĕ кил карти енче хĕрарăм сасси.
— Çук-ха, анне, пĕтереймен. Çумлансах кайнă ку йăрансем, мăянпа хĕрлĕ кут сăрсах илнĕ. Юрать-ха, çумăр хыççăн çĕр çемçе, лайăх тухаççĕ хăйсем çĕр ăшĕнчен. Йăпăш-йăпăшах тăпăлаççĕ. Кил-ха, анне, шăршласа савăн, çĕмĕрт çеçки мĕнле тутлă шăршăллă, — чĕнчĕ хĕрача.
— Çапла, Анисса, çурхи кун илемĕ антăхтарсах ярать çынна. Шăрши çеç-и? Шурă тутăр пĕркеннĕ хитре хĕрсем пек лараççĕ йывăçсем те, ытарса куçа илейместĕн вĕсем çинчен. Эс чĕпĕткеле атя пиçенне, тымарĕпех кăлар. Йăрансем хитре, пурте хитре шăтнă. — Çум курăкне сыхланарах турт тулĕк, суханне ан тăпăлтар, — калаçать хĕрарăм йăрансем патĕнче.
— Юрать, анне, — сăмах хушать Анисса йĕпе çÿçне майласа çыхма тăрăшса.
Пилĕкне авса хунă, тăрмашать хĕрача, васкать. Чиперех туртатчĕ курăка, тÿрленсе тăмасăр ĕçлетчĕ, пуç тăрринче темскер хыттăн сĕрленĕ пек илтĕнсе кайрĕ. «Мĕн ку? Хытах сĕрлет». Тÿрленсе тăма ĕлкĕреймерĕ хĕрача, ун пуçĕ çине арçын мулаххайĕ пек лăпăс-лăпăс хура япала вĕçсе пырса ларчĕ. Хăй хытах сĕрлет. «Мĕн япала вара ку?» — терĕ те хăранипе питне икĕ аллипе хупларĕ, куçне хупрĕ. Кăштахран хăрах куçне уçам пекки турĕ те сăмса тăррине пĕр пыл хурчĕ пырса ларнине курах кайрĕ. «Чим-ха, вĕллерен уйрăлса тухнă хурт çемйи вĕт ку! Çĕнĕ рой килсе ларнă ман пуç çине. Вĕлереççĕ вĕт кусем мана сăхма пуçласан. Нимле мулаххай та мар, ами тавра пуçтарăнса купаланнă пин-пин хурт. Темиçе те илтнĕ эп атте каланине, уйрăлса тухнă рой çулĕ çинче мĕн тĕлне пулать, çавăн çумне сăрăнать тет. Вĕсен çулĕ çинче эп пултăм иккен, ман пуç çине килсе сăрăнчĕç. Чисти лăпăс-лăпăс кивĕ çĕлĕк пек пĕтĕм пуçа хупласа хучĕç вĕт».
— Атте! — çухăрса ячĕ Анисса. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.