Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр

20 Чÿк, 2014

Чÿк уйăхĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Ытла кĕске пулнă унăн ĕмĕрĕ. Хăйĕн пурнăçне пултаруллă чăваш каччи ахаль ирттермен, тăван халăхĕн пуласлăхĕшĕн пăшăрханнă, сăвă хыççăн сăвă шăрçаланă.

Çеçпĕл Мишши иртнĕ пурнăçне хакласа кун кĕнекинче çакăн пек çырса хăварнă: «Манăн иртнĕ пурнăç виçĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕш тапхăр - 1911 çулхи июль уйăхĕччен, - йывăр чухăнлăхра иртнĕ пулсан та, вăл ман çутă та таса ачалăх. Иккĕмĕш тапхăр вара - ытла та хаяр инкекпе, çемье пурнăçĕнчи хăрушла драмăпа, аттене çухатнипе пуçланнăскер - манăн пурнăçри чи тертлĕ те йывăр тапхăр* буржуалла йĕркен тем тĕрлĕ пусмăрне те тÿссе курнăскер, эпĕ 1918 çула хам пурнăçăн виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланнипе - компартине кĕнипе вĕçлерĕм. Партие кĕрсен эпĕ, çемье, тĕн тата кивĕ пурнăçран юлнă киревсĕр йăла-йĕрке тыткăнĕнчен, хама ирĕклĕ те вăйлă туякан пултăм, пролетариатпа пĕрле чăн-чăн пурнăç хуçи пек туйса илтĕм. Çавăнтанпа ман ăс-тăн уçă. Шухăшсем хăватлă, эпĕ - коммунист».

Шкул программи тăрăх эпир уроксенче унăн произведенийĕсене тишкеретпĕр. Поэт ĕçĕ-хĕлĕпе паллашатпăр. Çеçпĕл Мишши - пултаруллă поэт, поэт-кĕрешÿçĕ. Вăл хастарлă, хыт утăмлă, юриспруденцие лайăх пĕлекен, тăван халăхне, чĕлхине чунтан юратакан çын пулнă.

Судпа следстви органĕсенче Çеçпĕл Мишши Мускавра инструкторсемпе агитаторсен курсĕнчен вĕренсе тухсан 1919 çулхи майăн 22-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă. Çăмăл пулман çирĕм çул та тултарман çамрăк çынна йĕркелĕхе тата саккунлăха хÿтĕлеме. Çĕрне-кунне пăхмасăр ĕçленĕ вăл унта.

Çирĕм пĕр çул тултарса пыракан Михаил Кузьмин пĕтĕм Чăваш автономи облаçĕнчи тĕрĕслĕх сучĕн пуçлăхĕ пулса тăрать. Пур ĕçе те тĕплĕн тума хăнăхнă Çеçпĕл пуринчен те хытă ыйтнă. Çавăншăн ăна хисепленĕ, пысăка хурса хакланă. Ăна шаннă. Çамрăксемпе ытларах ĕçлекенскере часах Чăваш комсомол обкомĕн членĕ пулма çирĕплетнĕ.

Анчах пурнăç урапи ялан пĕр йĕрпе пымасть. 1920 çулхи декабрь уйăхĕнче нÿрĕ путвалта ларакан Çеçпĕле, çын вырăнне хумасăр, допрос çине допрос ирттерсе асаплантарнă. Ним айăпсăр çын хĕрĕх виçĕ кун тĕрмере ларнă. Вăл поэтăн чунне ĕмĕрлĕхех амантнă, сывлăхне хавшатнă. Çеçпĕл «ĕçне» тĕплĕн пăхса тухнă хыççăн вăл айăпсăррине палăртнă. Сывлăхне çирĕплетмешкĕн ăна Евпатори курортне кайма ирĕк параççĕ.

Санаторире те Çеçпĕл Мишши вăхăта ахаль ирттермен. Чунтан шăранса тухакан хĕрÿллĕ сăвăсем чылай çырнă.

Ревтрибунал председателĕ, юстици пайĕн пуçлăхĕ пулнă çынна пĕр сăлтавсăр айăпланă, çÿлти картлашкаран аялалла ывăтнă. Çавна пула тĕрмере ларнă чухне вăл хăй çине ал хума тăнă. Хăйне айăпланипе çеç мар, чире, телейсĕр юратăва, выçлăха пула та вăл çапла хăтланнă.

Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ 1922 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлнă. Çапла вĕçленнĕ юратнă поэтăмăрăн кун-çулĕ.

З. ГРИГОРЬЕВА,

вĕрентекен.

Çĕмĕрле районĕ,

Юманай.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.