Каяш турттаракансем хака сăлтавсăр ÿстереççĕ

14 Пуш, 2017

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем юлашки вăхăтра редакцие тăтăшах шăнкăравласа коммуналлă хытă каяш КХК турттарнăшăн хуракан тÿлев виçипе кăсăкланаççĕ.

2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче производство каяшĕсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Унта шăпах коммуналлă хытă каяш /КХК/ ăнлав пур. Вăл хваттер хуçисем пурăнакан вырăнтан кăларакан, юридици сăпачĕсем тата уйрăм предпринимательсем полигона турттаракан тĕрлĕ ăпăр-тапăра пĕлтерет.

Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче çĕнĕ полигон уçнăранпа унта КХК турттаракансем хака 2,5 хут ÿстерсе янă текен сас-хура нумайăшне кăмăлсăрлантарать. ЧР Конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх служби хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: кубла кашни метршăн 500 тенкĕ сăптăрни саккунлă мар. 2016 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчен çĕнĕ йĕркепе, централизациленĕ майпа КХК пуçтарма пуçланă. Ĕç пахалăхĕшĕн регионти оператор яваплă. Хальлĕхе ăна палăртман. 2018 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен тупса унпа килĕшÿ тумалла. Унччен управляющи компанипе каяш турттаракан организаци тунă килĕшÿре палăртнă чухлĕ тÿлемелле. Вĕсем хаксене мĕне пăхса хăпартаççĕ? Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе патшалăх служби ăпăр-тапăра пуçтарнăран, илсе çитерсе утилизациленĕрен пулакан тăкак виçине тишкернĕ. Ăна «Спецавтохуçалăх» АО тата «Спецавтохуçалăх» ООО /малалла — «САХ»/ панă расчетсене тĕпе хурса пĕтĕмлетнĕ. «САХ» АО 2016 çулта — 620,6 пин, «САХ» ООО 221,7 пин /пĕрле — 842,3 пин/ кубла метр коммуналлă хытă каяш турттарнă. Темшĕн иккĕшĕ те ăна тоннăпа кăтартмаççĕ. «Управление отходами» АХО вĕсем иртнĕ çулта 63,7 пин тонна каяш ăсатнине пĕлтерет.

«САХсем» кăçал кубла метр кашни каяшшăн 534 тенкĕ /пĕлтĕрхинчен 2,7 хут нумайрах/ илсе 12,6 млн тенкĕ услам курасшăн. Кăçал 647 пин кубла метр /пĕлтĕрхинчен 23% сахалрах/ турттарма палăртнă. Иккĕшĕ икĕ тĕрлĕ налук хывать: «САХ» АО Налук кодексĕ çирĕплетнĕ мĕнпур налука, «САХ» ООО ансатлатнă йĕркепе килĕшÿллĕн тÿлет. Çавăнпа патшалăх служби вĕсем кăçал мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкаклассине пайăррăн шутласа палăртнă. «САХ» АО — 162,48 млн тенкĕ. Çав шутра каяш утилизацилеме — 76,96 млн, пуçтарса турттарма — 85,52 млн тенкĕ. Илес тупăш виçи — 7,74 млн тенкĕ. Полигона 557,9 пин кубла метр е 43,8 пин тонна КХК ăсатма палăртнă. Çапла вара «САХ» АО 2017 çулта НДСа /хушма хакран тытакан налука/ шута илмесĕр кашни кубометр каяш пуçтарса утилизацилеме леçнĕшĕн 291,23 тенкĕ илет.

«САХ» ООО, коммуналлă хытă каяш 2,6 хут сахалрах — 16,8 пин тонна /203,6 пин кубометр/ турттарасшăн. Ĕçе пурнăçлама 60,09 млн тенкĕ кирлĕ. Сахалрах ĕçлекенĕн тупăшĕ те виçĕ хута яхăн пĕчĕкрех — 2,86 млн тенкĕ. НДСа шута илмесĕр кашни кубла метр каяша утилизацилеме ăсатнăшăн 295,17 тенкĕ пуçтарать.

Пулăшу хакĕсене чакарма пулмасть-ши? «Пулать», — теççĕ патшалăх службинче. Мĕнле майпа? Ĕçлекенсен йышне, çав шутра пуçлăх пуканне йышăнакансен шутне чакарса. РФ Строительство министерстви 1994 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче ку тĕлĕшпе кăларнă 13-мĕш хушăва никам та пăрахăçламан. Унта çирĕплетнĕ нормативсене шута илсе коллективсенче «оптимизаци» тума пулать. Экспертсен шухăшĕпе — каяш турттаракан автомашинăсен йышне, вĕсем мĕнле режимпа ĕçленине шута илсен кăçал коммуналлă хытă каяш калăпăшĕ 615 пин кубла метр /палăртнинчен 57 пин тонна ытларах/ пулма пултарать. Ку вара 16,5 млн тенкĕ хушма тупăш парать.

Республика ертÿлĕхĕ коммуналлă сферăри çивĕч ыйтусем пурне те пырса тивнине ăнланать. Вырăнти влаç органĕсен, çынсен шухăшĕсене шута илсе унта йĕрке тума тăрăшать.

Василий СОРОКИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.