«Кĕмĕл» волонтерсен регионти форумĕ иртрĕ

Паян Чăваш наци библиотекинче «Чунпа çамрăк» Чăваш Республикинчи «кĕмĕл» волонтерсен регионти форумĕ иртрĕ.

Унăн ĕçне республикăри «кĕмĕл» волонтерсен юхăмĕсен хастарĕсем хутшăнчĕç. «Паян Чăваш Енре пĕтĕмпе 500 ытла «кĕмĕл» волонтер. Вĕсем 80 ытла ыркăмăллăх акцийĕсем йĕркеленĕ. 5000 ытла ырă ĕç тунă. Вĕсен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Сире çăмăл мар ĕçĕршĕн тав тăватăп, малашне те çирĕп сывлăх, хавхалану сунатăп», - терĕ аслă ăрури волонтерсене саламланă май ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин çемьери социаллă ыйтусен тата демографи политикин пуçлăхĕ Ольга Еремина. Ольга Сергеевна Çĕнĕ Шупашкарти, Етĕрнери, Куславккари тата Канашри чи маттур «кĕмĕл» волонтерсене министерствăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ

Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн директорĕ Ренада Федорова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе палллаштарчĕ. Асăннă центрта паян вунна яхăн проект пурнăçланать. Ĕç-пуçĕ вара «Экспресс кинемейсем» проектран пуçланнă. Форумра çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарсем, Çĕмĕрлесемпе Етĕрнесем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Унтан пухăннисем тĕрлĕ секцире хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. «Волонтер юхăмĕ — пурнăç йĕрки. Волонтер пуласси паха. «Кĕмĕл» волонтер пуласси тата хисеплĕрех, сăваплăрах. Ырă ĕç тумаллах, вăл ырăпа таврăнатех», - пĕтĕмлетрĕç форума килнисем. Кун пирки тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче вуласа пĕлме пулĕ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас