Кемĕрте вилнисене асăнса Республика тÿремĕнче митинг иртрĕ

27 Пуш, 2018

Кемĕр хулинче вилнисене асăнса паян Республика тÿремĕнче митинг иртрĕ. Унта пухăннисем Ленин палăкĕ умне лартнă сĕтел çине чĕрĕ чечексем хучĕç.

Елена ЖУРБИНА, ЧППУ студентки:

- Айăпсăр ачасем вилни çав тери хăрушă. Эп усал хыпара илтсен тÿрех анне патне шăнкăравларăм. Эпир инкек пирки калаçнă чухне ачасене хĕрхенсе йĕтĕмĕр. Пирĕн те 10 çул каялла пысăк хуйхă пулнăччĕ - 11-ти шăллăм шыва путса вилнĕччĕ.

 Вера ЯГУНИНА, 74 çулта:

- Вăрçă вăхăтĕнчи тапхăра аса илтерет ку. Ун чухне нумай ача вилнĕ. Халĕ çынсем явапсăр чунсăр пулнипе инкек кураççĕ ачасем. Ашшĕ-амăшне йăпатса каламалăх сăмах та çитмест ман.

Рубрика: 

Комментари хушас