«Кĕр парнисем» уйăхлăх старт илет

3 Авăн, 2019

Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен тытăнса республикăра ял хуçалăх продукцийĕн «Кĕр парнисем» ярмăркки ĕçлеме тытăнать.

Çак вăхăтра ятарлă лапамсенче ял хуçалăх таварне туса илекенсене суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерĕç. Хула çыннисен фермерсемпе хушма хуçалăх тытакансем туса илнĕ пахча çимĕçе, сĕт-турăха, йывăç-тĕм хунавĕсене тата ыттине те йÿнерех хакпа туянма май пур.

Шупашкарта ярмăрккăсене 4 вырăнта — «Николаевский», «Шупашкар», «Северная» тата «Юго-Западный» суту-илÿ комплексĕсен çывăхĕнче — йĕркелеме палăртнă. Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче те ял хуçалăх продукцине сутмалли лапамсем пулĕç.

«Кĕр парнисем» ярмăрккă юпа уйăхĕн 6-мĕшĕччен ĕçлĕ. Сусăрсемпе ватăсене пахча çимĕçе килĕсене тÿлевсĕр çитерсе парĕç, волонтерсем тиесе пушатма пулăшĕç.

Рубрика: 

Комментари хушас