Кĕтме пăрахсан... хваттерлĕ пулнă

31 Утă, 2017

Вунă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Ризида Зейнетдинова. 2005 çулта амăшĕ, çулталăкран ашшĕ вилсен çичĕ ывăлпа виçĕ хĕр тăлăха юлнă. Юрать-ха тăванĕсене пытарнă тĕле аслисем хăйсем тĕллĕн пурăнма вĕренсе çитнĕ, çул çитменнисем виççĕн пулнă.

Ризидана Канашра пурăнакан аппăшĕ хăйĕн патне илсе кайнă. Йăмăкне опекăна илнĕ. Хĕр малтанах училищĕре, кайран техникумра вĕреннĕ. Сăмах май, хĕрарăм халĕ институтра ăс пухать.

— Çурт-йĕре тивĕçмелли ирĕк пуррине 2010 çулта çеç пĕлтĕм. Ун чухне эпĕ качча кайма та ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Аслă хĕр те çуралнăччĕ. Мана Шупашкарти интернатран шăнкăравларĕç. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен ятуллă кĕтесе тивĕçнипе-тивĕçменнине ыйтрĕç. Эпĕ кун пирки пĕрремĕш хутчен илтнине пĕлтерсен хăйсем патне чĕнчĕç, хутсем пухса администрацине каймаллине ăнлантарчĕç.

Каярах çеç ыттисене çурт-йĕр черетне тăратнине, мана унта кĕртмесĕр хăварнине пĕлтĕм. Чиновниксем аттепе анне çурчĕ пуррине, эпир унта — вунă ача — кашниех хамăр пая тивĕçме пултарнине, эппин, пурăнма кĕтес те пуррине мала хунă иккен, — ятуллă хваттере тивĕçес ĕç питех те йывăррăн та вăраххăн шунине аса илчĕ паян çемйипе Шупашкарти çĕнĕ çуртсенчен пĕринче хăтлăх тупнă Ризида.

Çапла вăл интернатра ăнлантарнă пек хутсене пухса администрацие çул тытнă, анчах вĕсене йышăнман — йăнăш çырнă-мĕн, йĕркесĕр. Асăрхаттарнисене шута илсе Зейнетдиновсем документсене тепĕр хутчен пухнă. Анчах каллех.... йышăнман. Хĕрĕн çурт-йĕр черетне тăма сăлтав çук-мĕн. Вăл вăхăтра Ризида хулари икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пĕр-пĕччен шутланнă-çке.

— Качча кайсан упăшка тăван килĕнче шута тăратнăччĕ мана. Анчах çемьери тĕрлĕ лару-тăрăва пула хунямапа хуняçа çуртĕнчен тухма тиврĕ. Шăп çак вăхăтра мăшăрăн юлташĕ хулара хваттер туянчĕ. Упăшка ыйтнипе мана унта çырма килĕшрĕ. Ара, çĕнĕ çуртра газшăн та, çутăшăн та счетчикпа тÿлеççĕ-çке, мана унта çырнинчен тăкак пулас çук. Анчах чиновниксем эпĕ «хăнара» кăна иккенне ĕненмерĕç. Хваттерте манăн пай çуккине нумай хутпа ĕнентерме тиврĕ. Апла пулин те черете тăратма васкамарĕç. Тĕрлĕ сăлтав тупрĕç кун валли. Эпир те вĕсене ĕнентĕмĕр, — саккун пĕлменни çула пÿлнине аван туять икĕ ача амăшĕ.

Вăхăт иртнĕ май Зейнетдиновсем тепĕр ача пирки те шухăшлама тытăннă. Пĕррехинче, хĕрарăм йывăрланни пиллĕкмĕш уйăх çитсен, мăшăр уçăлма тухсан çул çинче юридици пулăшăвĕ паракан кантура асăрханă та ахальтен тенĕ пек унта кĕнĕ. Хваттер тивĕçме ирĕк чăнах çук-шим?

Ăна-кăна тавçăракансем Ризидана çурт-йĕр черетне илмесĕр йăнăш тунине ăнлантарнă. Кун хыççăн çамрăк амăшĕн çулталăка яхăн суд тăрăх чупма тивнĕ. 2013 çулта черете тăратнă-тăратнах ăна. Кун хыççăн кун иртнĕ. Икĕ çул та хыçа юлнă.

— Тепĕр чухне черетре хыçалалла куçаттăмăр, — халĕ çакна йăл кулăпа аса илет хĕрарăм. — Каллех администрацие кайрăм. Укçа çуккине, кĕтмеллине каларĕç. Хăçанччен? Эпĕ каллех юрист патне кĕтĕм. Вăл социаллă хваттере тивĕçиччен пурăнма вăхăтлăх та пулин кĕтес уйăрмалли хутсем тума пулăшрĕ. Пире чăнах та пĕр пĕчĕк пÿлĕм пачĕç. Анчах унта таракан та, йĕке хÿре те пурччĕ. Стенасем кăвакаратчĕç. Апла пулин те çулталăк çурă пурăнтăмăр унта.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин патне çыру яман тăк тата тахçанччен çапла пурăнăттăмăр — пĕлместĕп. Кăçал хĕлле Шупашкарти Мускав район прокуратуринчен шăнкăравларĕç. Хута кĕчĕç. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.