Килĕшĕве татаççĕ? Мĕншĕн?

13 Раштав, 2017

Республикăра регион шайĕнчи пурте усă куракан асфальт çул 1540 çухрăма тăсăлать, ăна сыпăнтараканни — 109 кĕперпе ытти хатĕр.

Хĕлле автотрассăна пăхса тăракан организацисене палăртаканни — ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин «Чăвашупрдор» хысна учрежденийĕ. Юр хырассипе, хăйăрпа тăвар хутăшне сапаласа трасса çинчи пăра ирĕлтерессипе, хытă каяш пухса полигона ăсатассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама вăл «Воддорстрой», «ТУС », «Мезон» обществăсене, А.Макаровăн тата А.Васильевăн уйрăм предприятийĕсене шаннă, вĕсемпе патшалăх контракчĕ çирĕплетнĕ.

— Хĕле кĕтĕмĕр. Пăрлак çул çинче кирек хăш самантра та автоинкеке лекес хăрушлăх пур. Хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçлаççĕ? — кăсăклантăм «Чăвашупрдор» хысна учрежденийĕнче.

— Тĕрĕс калатăр, — терĕç республика çулĕсене эксплуатацилес енĕпе ĕçлекен пай специалисчĕсем. — Вĕсене пăхса тăракан подрядçăсем пăра хăйăр па тăвар хутăшĕпе ирĕлтереççĕ. Хĕллехи тапхăр пуçланнăранпа, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне ăна 12,5 пин тонна сапаланă. Ĕç малалла пырать. Учрежденин тĕп диспетчер служби Чăваш Енре çанталăк тата çул çÿрев еплерех улшăнса тăнине сăнаса тăрать. Республикăри оперативлă службăсемпе çыхăнса çĕнĕ хыпар пĕлетпĕр, çанталăк çинчен çулсем çинчи 10 метеостанцирен информаци илетпĕр. Транспорт шуçлак сыпăксенчи айлăм-тайлăмран хăпараймасăр ан тăтăр тесе подрядçăсем «Чăвашупрдор» çирĕплетнĕ реагентпа усă кураççĕ. Ятарлă техника кунĕнçĕрĕн ĕçре. Çапах та хăшĕ-пĕри хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçламаннине палăртрăмăр. Сăмахран, учреждени чÿкĕн 23-мĕшĕнче Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Етĕрне районĕсенчи çула йĕркеллĕ пăхса тăман пирки «Мезон» обществăпа çирĕплетнĕ патшалăх килĕшĕвне татассишĕн ĕç пуçартăмăр.

Мĕншĕн тесен вăл контракт условийĕсене чылай енĕпе пăхăнмасть. Çавăншăн обществăна ГИБ ДД та, район администрацийĕсем те ÿпкелеççĕ. Вĕсен пĕрлехи комиссийĕ тĕрĕсленĕ те «Мезон» хĕллехи тапхăра хатĕр маррине палăртнă. Çула начар пăхса тăнăран ăна 2016-2017 çулсенче те асăрхаттарса штрафланă.

— Контракта татассишĕн йышăннă мерăсем — палăртнă районсен умĕнчи çивĕч ыйтусене татса памалли пĕртен-пĕр май, — комментарилерĕç пай сотрудникĕсем. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.