Килĕшÿллĕ çи-пуç çĕлер-и?

18 Çу, 2020

"Вĕренни çăкăр ыйтмасть, хăй тăрантарать" теççĕ вĕт. Декретри амăшĕн хушма пĕлÿ илме май пурри çинчен малтанах илтнĕ. Çапах виççĕмĕш тĕпренчĕк çуралсан тин çак çăмăллăхпа усă курма тĕв турăм. Мана çĕвĕç ĕçĕ ытларах илĕртрĕ. Хушма пĕлÿ илекенсен курсне çырăнма аран ĕлкĕртĕм", — калаçу пуçларĕ çак кунсенче сертификат илнĕ Мария Пегасова.
Виçĕ ачаллă çемье Шупашкар районĕнчи Кайри Ункăпуçĕнче тĕпленнĕ. Пегасовсем хула çумĕнчи ялта уйрăм çуртра пурăнаççĕ, хăйсем валли экологи енчен таса пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ.
Кил ăшшине упракан хĕрарăм хушма пĕлÿ илме палăртнине мăшăрĕ те ырланă. Кинĕ вĕреннĕ вăхăтра хунямăшĕ мăнукĕсене пăхма пулăшнă.
"Эпĕ малтанах хам валли япала çĕлеттĕм. Çапахмайне пĕлсех кайман. Халĕ çакĕç чун киленĕçне кăна мар, тупăш çăлкуçне çаврăнасса та шанатăп", — хавхаланса палăртать телейлĕ амăшĕ.
Вĕреннĕ вăхăтра хăйне валли юбка, кĕпе çĕленĕ вăл. Хăй каланă тăрăх, япаласем килĕшÿллĕ пулса тухнă. Халĕ виçĕ хĕрĕ валли çи-пуç янтăлама пуçласшăн. Çиччĕри София, пиллĕкри Евгения, виççĕри Сара амăшĕн алли витĕр тухнă тумтирпе саркаланса çÿрĕç.
Мария Пегасова аслă шкулта логиста, куçаруçа вĕреннĕ. Декрет отпускĕ иличчен транспорт компанийĕнче диспетчерта ĕçленĕ, ача садĕнче шăпăрлансене акăлчанла вĕрентнĕ вăл. Çапах изоляцирен тухсан çĕвĕçе вырнаçасшăн. Опыт пухсан хăйĕн ĕçне йĕркелеме ĕмĕтленет.
Унăн амăшĕ, Çĕмĕрлере пурăнакан Татьяна Валентиновна, ал ĕçĕпе аппаланать. Çывăх çыннисем валли темĕн тĕрлĕ çи-пуç çыхать. Унăн япалисем яланах хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Ахăртнех, ал ĕç ăсталăхĕ амăшĕнчен хĕрне куçнă.
Пегасовсен çемйи тĕне ĕненет. Кил хуçи Çĕнĕ Шупашкар чиркĕвĕнче дьяконта ĕçлет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.