Килти «васкавлă пулăшу»

10 Кăрлач, 2014

Килте питĕ кирлĕ çак пулăшуçă-чечексем çинчен чылйăшĕ пĕлмест те пулĕ. Мĕнле чечексем-ха вĕсем.

Хлорофитум. Çут çанталăк кон­диционерĕ, сывлăша бактерисенчен тасатать, кислородпа пуянлатать. Кил-çуртри энергетикăна вăйлатать – унăн лапсăркка «калпакĕсем» кирек епле тĕттĕм çĕрте те ÿсеççĕ, унти тĕттĕм вăйсене тасатса пуянлатаççĕ.

Мирт. Тус та, пулăшуçă та. Сывлăша фитонцидсемпе пуянлатать Вăл килте пур чухне сывлăшри микроорганизмсен виçи икĕ хут чакать,этемĕн сывлав çулĕсене сиплеме пулăшать. Мирт энергетики пурнăçшăн, юратушăн меллĕ, анчах та хирĕçÿсем час-часах пулакан çемьере мирт ăна темĕнле лайăх пăхсан та типсе ларать.

Лимон, гардени, пÿлĕмри жасмин. Сывлăша уçăлтараççĕ, тасатаççĕ çеç мар, çынна энергетика тĕлĕшĕнчен пулăшаççĕ те, унăн иммунитетне çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та çак ÿсен-тăрана çывăрмалли пÿлĕмре вырнаçтарсан аван.

Кофе йывăçĕ, алоэ, плющ. Питĕ хăватлă насус шутланаççĕ, вĕсем чирлĕ çыннăн энергетикине турса илеççĕ. Çавăнпа та вĕсене çывăрмалли пÿлĕмре вырнаçтарсан аван. Вĕсем ытти чечексемпе, уйрăмах кактуспа, драценăпа килĕштерменнине те шута илмелле.

Пассифлора, лавр çулçи, гибискус нерв чирĕсемпе, депрессипе, ыйхă килменнипе, мигреньпе лайăх кĕрешеççĕ. Вĕсене уйрăмах çутă вырăн кирлĕ .

Сĕт курăкĕ /молочай/. Ăна вăрăма кайнă чирпе аптăракансен килĕнче ÿстерме сĕнеççĕ.Вăл организма чир-чĕре çĕнтерме пулăшать, кăмăл-туйăма лайăхлатать.

Пепероми, традесканци – шыçă чирĕсем пуласран упраççĕ. Уйрăмах шултра, тачка çулçăллă чечексен сорчĕсем аван шутланаççĕ.

Фукси. Çын вăй-хăватне , кăмăл-туйăмне, шанăçне çирĕплетет, çавăнпа та ăна ватă çынсене ÿстерме сĕнеççĕ.

Толстянка - укçа йывăçĕ. Кил-çурта пурлăх кÿрет çеç мар, вăйсăр организма чир-чĕр вăхăтĕнче уйрăмах лайăх вăй парса тăрать.

Герань - çут çанталăк релаксанчĕ, пăнтăхнă, нÿрĕ кил-çурта тасатать, уçăлтарать.

Пĕтнĕк /мята/ - тимлĕхе ÿстерет, лăплантарать, компьютерпа нумай ĕçлекен çынсене çак ÿсен-тăранпа усă курма сĕнеççĕ.

Хризантема – «усал куçсенчен» упрама, хÿтĕлеме пултаракан ÿсен-тăран шутланать.

Упа сарри /папоротник/ - пÿлĕм озонаторĕ, сывлăша тасатать, уçăлтарать,усăллă япаласемпе пуянлатать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.