Кинофестиваль таврăнать...

18 Ака, 2014

Шупашкарти VII кинофестиваль республикăра кăçал çу уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче иртĕ. Ăна сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă. Фестиваль президенчĕ - РФ халăх артисчĕ, "Мосфильм" киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров режиссер. Кино уявĕ пирки фестивалĕн программа директорĕ тата илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев киновед каласа кăтартрĕ.

Фестивале Л.Садилова режиссерăн "Она" фильмĕ уçĕ. Тĕп конкурс программинче вун икĕ фильм пуласси паллă. Вĕсем: "Жажда" /Д.Тюрин/, "Диалоги" /И.Волкова/, "Шахта" /Н.Эген/, "Полет. Три дня после катастрофы" /А.Гончуков/, "Ученик" /У.Бенгтс/, "Разносчик" /А.Стемпковский/, "Летящие по ветру листья" /В.Харченко/, "Отдать концы" /Т.Игуменцева/, "Деливеранс" /С.Кузнецов/, "Иуда" /А.Богатырев/. Ку фильмсене халăх ыйтнипе икĕ хутчен /кăнтăрла тата каçпа/ тÿлевсĕр кăтартĕç.

Жюри председателĕ - РСФСР халăх артисчĕ Глеб Панфилов кинорежиссер, сценарист. Тĕп йышра çавăн пекех СССР халăх артистки Инна Чурикова, Корея Республикинчи университет профессорĕ Хонг Сангву киновед, Чили кинорежиссерĕ Себастьян Аларкон Рамон Рамирес, Узбек ССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Камара Камалова.

Кăçал наци киностудийĕсен конкурсне ирттерме палăртнă. Хальхи вăхăтра тупăшăва 13 ĕç хутшăнассине пĕлтернĕ. Ятарлă программăна "Мосфильм" 90 çул тултарнине халалланă. Пысăк экрансем çинче "Карнавальная ночь", "Кубанские казаки", "Мы из джаза" тата ытти паллă кинофильма кăтартĕç. Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн хальхи искусствăсен центрĕнче киноконцерн музейĕнчи экспонатсемпе паллашма май пулĕ.

"Фестивальсен фестивалĕнче" тĕнче шайĕнчи кинофестивальсенче палăрнă, халăх юратнă фильмсем пулĕç.

Рубрика: