Кире пуканĕ - халăх юратакан спорт

13 Раштав, 2013

Раштав уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Кÿкеç поселокĕнчи «Улăп» ФСКра кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXX турнир иртрĕ. Унта çĕр-шыври 8 регионти тĕрлĕ ÿсĕмри 300 яхăн спортсмен вăй виçрĕ.

Малтанах помост çине 15 çултан кĕçĕнреххисем тухрĕç, пурĕ - 102 пăхаттир. Вĕсенчен чи çамрăккисем - Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕнче вĕренекен Снежана Кирилловăпа Киров облаçĕнчи Наталья Сунцова, иккĕшĕ те 11 çулта. Снежана чи çăмăл виçере ăмăртса 8 килограмлă снаряда малтан сылтăм, унтан сулахай алăпа 102 хут сулласа çĕклерĕ, Елчĕк районĕнчи виçĕ çул аслăрах Марина Михайлова хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Турнирăн чи çамрăк спортсменки, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн Михаил Петровăн вĕренекенĕ Снежана Кириллова Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕн çумĕн, Станислав Петровский çыравçăн хаклă парнине тивĕçрĕ. Хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă Пучинке хĕрĕ Анастасия Николаева, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Лилия Оринова, Етĕрнери Диана Мавлюдова, Куславккари Дмитрий Константинов, Тутар Республикинчи Ильнур Гилязов, Инсаф Кадыров тата Анис Хакимзянов шкул ачисем «Хыпар» хаçат парнисемсĕр пуçне Пĕтĕм Раççейри турнирăн ылтăн медалĕпе I степень дипломне те илчĕç.

Аслăрах яшсем 24 килограмлă пукан çĕклессипе тупăшрĕç. Çак ушкăнри виçĕ виçере чемпион ятне Тутарстанри Сабы поселокĕнчи каччăсем, Пăвари ветеринари техникумĕнче вĕренекен Ирек Ахмадулов, Елчĕк районĕнчи Андрей Кузнецов, Йĕпреç тăрăхĕнчи Андрей Кузьмин тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Алексей Иванов çĕнсе илчĕç. Агропромышленноç комплексĕн 80 килограмлă пулас специалисчĕ йывăр икĕ снаряда кăкăр çинчен шăп 100 хут тĕртрĕ, пĕр пукана 141 хут сулласа çĕклерĕ /рывок/ те абсолютлă чемпион ятне илчĕ. Сăмах май, Алексей те Пучинкере çуралса ÿснĕ. Йĕпреç районĕнчи авалхи çак ялта кире пуканĕн спорчĕ чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла вăтам шкулти физкультура учителĕ Михаил Петров пуçарнипе аталаннă. 2003-2006 çулсенче Михаил Васильевичăн вĕренекенĕсем Алина Иванова, Артем Васильев тата Владимир Петров /унăн ывăлĕ/ чăваш халăх хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирсенче малти вырăнсене тăтăшах йышăнчĕç, спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç.

Чĕмпĕрте пурăнакан Олег Щербин турнирта виçĕм çул пĕрремĕш хут ăмăртрĕ, 68 килограмлă атлетсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕлтĕр Раççей çарĕн лейтенанчĕ чи лайăх кăтартупа палăрчĕ. Кăçалхи юбилейлă турнирта тĕнче спорт мастерĕ Олег Щербин абсолютлă чемпион ятне тивĕçрĕ. Вăл пĕлтĕрхи пекех 68 килограмлă виçере ăмăртрĕ. Пĕрремĕш хăнăхтарура Олег 32 килограмлă икĕ снаряда кăкăр çинчен 105 хут тĕртрĕ, пĕр пукана малтан сылтăм, унтан сулахай алăпа 152 хут /!/ сулласа çĕклерĕ. Çакнашкал кăтартупа каярахпа помост çине тухнă 5-6 пăтлă пăхаттирсем те мухтанаймарĕç. Пучинке ялĕн кĕрĕвĕ, «Хыпар» хаçатăн абсолютлă çĕнтерÿçи 2014 çулта Европа тата тĕнче чемпионачĕсене хутшăнма тĕллев лартнă.

Пирĕн республикăра кире пуканĕ йăтассипе СССР е Раççей спорт мастерĕсен ретĕнче пĕрремĕш вырăнта - пурĕ 20 атлет - Елчĕк районĕн пăхаттирĕсем. Вĕсенчен чылайăшĕ юбилейлă турнирта та малти вырăнсене йышăнчĕ. Кавал ялĕнчи Александр Павлов виçĕм çул 18 çултан кĕçĕнрех яшсен ушкăнĕнче ăмăртса абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илнĕччĕ. Хальхинче 19 çулти спорт мастерĕ, Раççейри çамрăксен чемпионачĕн призерĕ çитĕннĕ арçынсемпе пĕрле 78 килограмлă виçере тупăшса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Сашăпа пĕрле Елчĕк районĕнчи А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕреннĕ Дмитрий Курчин та вăй виçрĕ. Вăл Чĕмпĕрти Александр Ларионова, Канаш районĕнчи Валерий Филипповпа Александр Миронова хыçа хăварса 63 килограмлă атлетсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 95 килограмлă виçере вара Тăрăм ялĕнчи Раççей спорт мастерĕ Димитрий Енедеров пуринчен те ăнăçлăрах ăмăртрĕ.

18 çултан аслăрах пăхаттирсем кăçал çичĕ виçере вăй виçрĕç. «Хыпар» хаçатăн тĕп парнисене çавăн пекех Вăрнар районĕнчи Денис Тимофеев /73 кг/, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ, Хĕрлĕ Чутай каччи Дмитрий Козлов /85 кг/ тата Улатăр хулинчи 113 килограмлă пăхаттир Юрий Синичкин çĕнсе илчĕç. Вĕсемсĕр пуçне ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Иван Кривов, Виктор Семенов, Константин Ильин, Алексей Алексеев /вĕсен тренерĕ Борис Глинкин/, Етĕрне районĕнчи Александр Петровпа Игорь Долгов, Улатăрти Михаил Рузавинпа Алексей Сухин тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ Максим Шабанов лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

Петр СИДОРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.