«Китай çулĕ» те пулĕ, ВСМ та

26 Чÿк, 2018

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва  Михаил Игнатьев укçа-тенкĕ теминчен пуçларĕ. Федераци бюджетĕнчен республикăна уйăрса паракан укçа виçи палăрмаллах ÿсет — 16,5% хушăнать. 

Михаил Васильевич çак кунсенче Раççей шайĕнчи сумлă форума — Транспорт эрнине — хутшăннă. Унтан ырă хыпарсем пур. Федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» программипе кăна Чăваш Ен 4 миллиард тенкĕ илĕ: «М-7, А-151 çулсене реконструкцилеме укçа пулĕ. Ăçта «пăкăсем», икĕ еннелле пĕрер йĕр кăна — унта çулсем анлăланĕç, вĕсем тăватшар йĕрлĕ пулĕç». Европăна Китайпа çыхăнтаракан çул та пулатех. Ăна 2024 çул тĕлне туса пĕтерессине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Вăл Чăваш Ен урлă та иртмелле — Канаш таврашĕнче. Çула Китай чиккине çитермешкĕн хысна 550 миллиард тенкĕ уйăрать.

Пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне те тăваççех - ĕçсене хăçан пуçлассине татса памалли çеç юлать. Чукун çулăн Чăваш Енре тумалли тăршшĕ 118 километрпа танлашĕ. Çавăнпа та Михаил Игнатьев çак ĕçсене регионти предприятисене те явăçтарасси пирки халех шухăшлама сĕнчĕ. Вĕсем, çынсем валли ĕç пулĕ. Паллах, подрядчиксем çĕршыв, тĕнче шайĕнчи компанисем пулĕç, анчах субподрядсене пирĕн çухатма юрамасть. Предприятисен тивĕçлĕ техника пулмалла. Материалсем тĕлĕшпе те хатĕрленмелле: хăйăра, калăпăр, Чулхула облаçĕнчен кÿмĕç — кунти карьерсенчен тивĕçтермелле.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас