Кивĕ çуртсенчен - çĕннисене

18 Чÿк, 2014

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ.

Республикăн 2013-2017 çулсенче «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» адреслă программине мĕнле пурнăçлани çинчен ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Безруков пĕлтернĕ.

Тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва пăхса тухнă. Сергей Безруков пĕлтернĕ тăрăх - кăçал тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 331,6 млн тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун тĕлне 248 тăлăх валли хваттер /çурт/ тунă /туяннă/. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнмалли çурт-йĕр туянма килĕшÿсем тăвассине япăх йĕркеленĕ - тăлăх 6 ача валли, Красноармейски районĕ пирки те çавнах каламалла - 3 ача валли. Йĕпреç /11 ача валли/ тата Шупашкар /1 тăлăх валли/ районĕсенче çурт-йĕр тума палăртнă вăхăтсене пăхăнман, контрактсене туллин пурнăçламан. Ноябрь вĕçлениччен федераци бюджечĕн укçи-тенкипе усă курма, çурт-йĕр туянмалли аукционсем йĕркелессине кĕске вăхăтра вĕçлеме, муниципалитет килĕшĕвĕсене вăхăтра пурнăçлассине тивĕçтерме тĕллев лартнă.

ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Самаркин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртнине пĕлтернĕ, кăçал ку цифра 8960,4 гектарпа танлашать.

ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова 2015 çула Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче граждансем коммуналлă пулăшусемшĕн хывакан тÿлев виçин улшăнăвĕсен индексĕсем çинчен пĕлтернĕ.

2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тарифĕсем 2014 çулхи декабрь шайĕнче юлаççĕ. Çулталăкăн II çурринче шывпа тивĕçтернĕшĕн тата шыв юхтарса кăларнăшăн тÿлев 12,2% таран ÿсме пултарать, ăшăпа тата электроэнергипе тивĕçтересси - 8,8%, газпа тивĕçтересси - 7,5%.

А.ЛЬВОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.