Кивĕ çуртсене пăсаççĕ

18 Кăрлач, 2018

Шупашкарта кивĕ те авариллĕ çуртсене майĕпен пăсаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче çĕкленнĕ пÿртсем пĕрин хыççăн тепри çухалаççĕ. Патшалăх программи пулăшнипе çынсем çĕнĕ хваттере куçрĕç. Сăмах май, 2013-2017 çулсенче республикăра авариллĕ çуртра пурăннă 12 пине яхăн çын пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

«Богданка» сăн-сăпачĕ, уйрăмах Б. Хмельницкий тата Ю. Фучик урамĕсенчи çул хĕресленĕвĕнче, сисĕнмеллех улшăнчĕ. Хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне авариллĕ 136 объекта пăснă. Хальхи вăхăтра тепĕр 28 çурта çĕр пичĕ çинчен тасатассипе ĕçлеççĕ. Анчах пур çурта та çынсем пушатма ĕлкĕреймен иккен, сăлтавĕ — судсем пынинче.

Муниципалитет программи хута кайнăранпа пурĕ 7 пин ытла çын хăтлă хваттере куçнă.

 

Теги: 

Комментари хушас