Киввисене пăсмалла

Граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна мĕнле пурнăçланипе ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттерекен канашлура строительство министрĕ Алексей Грищенко паллаштарчĕ.

Ĕçсем йĕркеллех пыраççĕ, анчах пушаннă кивĕ çуртсене пăсас тĕлĕшпе ыйтусем пур. Унашкаллисем Улатăрта, Çĕмĕрлере, Шупашкарта чылай. Тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков ăнлантарнă тăрăх, граждансенчен хăшĕ-пĕри çĕнĕ хваттер тивĕçтерменнине е урăх сăлтавпа судлашать, кивĕ хваттерсем вара вĕсен харпăрлăхĕ шутланаççĕ — çавăнпа ыйтăва суд татса памасăр хайхи çуртсене пăсасси те тытăнса тăрать. Михаил Игнатьев судсем вăрах тăсăлма пултарассине палăртрĕ, пăсмалли çуртсем йышăнакан çĕр лаптăкĕсем вара çĕнĕ строительство валли кирлĕ, çавăнпа ку ыйтусемпе ĕçлемелле, çынсемпе пĕр чĕлхе тупса юхăннă çуртсене пăсассине татса памалла.

Асăннă программа 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен юхăннисен шутне кĕртнĕ çуртсене пырса тивет. Республика пуçлăхĕн шучĕпе, Мускав çак программăна малалла тăсасси иккĕленÿллĕ. Çуртсем авари пулма пултармаллах юхăнасси вĕçĕмсĕр пулма пултараймасть — вăхăтра юсав ĕçĕсем йĕркелемелле. Тепĕр енчен, граждансене çĕнĕ çуртсене патшалăх шучĕпе куçарнине çынсен пĕр танлăхĕпе çыхăннă тĕрĕслĕхе тĕпе хурса тишкерни те вырăнлă. Пĕрисем лăш курмасăр ĕçлесе, кредит илсе хваттер туянаççĕ, теприсем вара тăваткал метрсене патшалăх тÿлевсĕр парасса кĕтеççĕ…

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас