Контрактпа çара кайнă каччă вилнĕ

25 Авăн, 2017

Мускав облаçĕнчи çар чаçне контрактпа службăна кайнă Чăваш Ен каччи Владимир Жерженов вилнĕ. Унта çитме вăл çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче çула тухни паллă. Тепĕр темиçе кунтан, çав уйăхăн 13-мĕшĕнче, каччă тăванĕсемпе çыхăну тытма пăрахнă.

"Хыпар" издательство çурчĕ официаллă мар çăлкуçсенчен илтнĕ тăрăх, каччă амăшне çар чаçĕнчен уçăлма тухассине пĕлтернĕ пулать. Официаллă мар çăлкуçсем каччă вилĕмне хĕненипе те, вăл хăй çине алă хунипе те сăлтавлама пăхни сисĕнет. Анчах, тепĕр хут палăртар, хальлĕхе ку хыпара эпир Тĕп çар округĕн çар прокуратурин сайтĕнче курмарăмăр, Чăваш Енĕн çар комиссариатĕнче те комментари пама килĕшмерĕç. Граждансене контрактпа çара илес енĕпе ĕçлекенсенчен пĕри "Хыпар" издательство çурчĕн ыйтăвĕсене каччăна пытарнă хыççăн уçăмлатма пулчĕ.

Ятне палăртма ыйтман шанчăклă çăлкуç пĕлтернĕ тăрăх, çар комиссариачĕ каччăн виллине тăван тăрăха илсе килессине хăй çине илĕ.

Паян каччăн амăшĕ Марина Жерженова тата контракта хĕсмете кайнин çывăх тăванĕ Виталий Муравьев салтак вилли патне Мускава тухса кайнă.

Каччă çухалнă хыççăн унăн амăшĕ, Марина Владимировна, "Лица власти" порталта ывăлне тупма пулăшма ыйтса çырнине тупма май килчĕ. 1998 çулта çуралнă каччă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ялĕнче пурăннă. Мускав облаçĕнчи Калининец поселокĕнчи çар чаçне кайнă. Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче унти полк командирĕ каччă çар чаçĕнче çук, контракта татса киле кайнă тесе каланă имĕш. Телефонпа тепĕр хут çыхăнсан каччă контракта алă пусман тесе ĕнентернĕ. Çар чаçне Владимир хăçан пырса çитни пирки те уçăмлăх çукки сисĕнет.

Теги: 

Комментари хушас