Координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртрĕ

5 Пуш, 2019

Паян Чăваш Республикинчи право хуралĕн органĕсен ертÿçисен координаци канашлăвĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна республика прокурорĕ Василий Пословский ертсе пычĕ.

Ларура саккуна хирĕçле ĕç-хĕлрен илнĕ тупăша легализацилес тĕлĕшпе тата террооизма укçа-тенкĕпе пулăшас енĕпе тăвакан преступленисемпе тата йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Координаци канашлăвĕн ĕçне унăн членĕсемсĕр пуçне çавăн пекех ЧР Аслă тата Арбитраж сучĕсен, РФ Налук службин Чăваш Енри управленийĕн, ЧР Наци банкĕн ертÿçисем хутшăнчĕç.

Канашлăва пĕтĕмлетсе право хуралĕн тата контрольпе надзор органĕсен ку енĕпе малашне те вăй хумаллине палăртрĕç, ĕç-хĕл тухăçлăхне ÿстерме май паракан мероприятисене çирĕплетрĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: 

Комментари хушас