Координаци канашлăвĕн ларăвĕ: тăнăçлăх тата лăпкăлăх хуçалантăр

26 Утă, 2018

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртрĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларура Раççей Федерацийĕнче 2025 çулчченхи тапхăрта экстремизмпа кĕрешессин стратегине пурнăçланине, çав шутра хальхи йышши информаци технологийĕсемпе усă курса экстремизм идейисене халăхра сарассине чарас тĕллевпе йышăнакан мерăсене, пăхса тухнă.

Çавăн пекех çул çитменнисен ар хутшăнăвĕсен ирĕклĕхне хĕсĕрлекен преступленисемпе кĕрешес тĕлĕшпе пурнăçлакан профилактика ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, саккуна хирĕçле çул-йĕрпе тупнă тупăша легализациленипе тата терроризма укçа-тенкĕпе пулăшнине пула Чăваш Республикин наци хăрушсăрлăхне сиен кÿме пултаракан регион паллисене хак панă.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

 

Теги: 

Комментари хушас