Ку çемьере çичĕ ача хÿтлĕх тупнă

25 Çурла, 2014

Куславкка районĕнчи Туканаш ялĕнче пурăнакан Жиглаевсен çемйипе эпĕ ăнсăртран паллашрăм. Отпускра чухне 50 çул каялла хампа пĕрле Ставрополь хулинче çар хĕсметĕнче пулнă Александр Григорьев патне Кунер ялне çитрĕм. Вăл мана ырă хыпар пĕлтерчĕ: ку ялтан 5 çухрăмри Туканашра Эльвира Николаевнăпа Александр Владимирович Жиглаевсем пурăнаççĕ, вĕсем çичĕ ача усрава илнĕ. Ун пек çемье республикăра нумаях мар.

Кил хуçи Александр килте çукчĕ. Утă вăхăчĕ пулнăран ерçеймерĕ-тĕр. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Çулса пăрахнă курăка вăхăтра тавăрса типĕтмелле, пухса тиесе килмелле. Жиглаевсен - икĕ ĕне, икĕ вăкăр, вунă сурăх. Вĕсене хĕл каçарма выльăх апачĕ чылай кирлĕ. Пире тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, питĕ чипер Эльвира Николаевна, 42 çулти кил хуçи хĕрарăмĕ, кĕтсе илчĕ. Пĕр-пĕринпе паллашнă хыççăн ыйтмасăр чăтаймарăм:

- Эльвира, паянхи кун – хулара та, ялта та, - пĕр е икĕ ачаран ытларах çуратакан çемье сахал. Эсир вара хăвăрăн икĕ ача пуррине пăхмасăрах тата çичĕ ачана усрава илнĕ...

- Манăн анне те икĕ тăлăх хĕр ачана ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ăна курах эпĕ те ун çулĕпе кайрăм пулас. Аннен усрав ачисем – ман аппапа йăмăк – Мускав облаçĕнчен кашни çулах килсе çÿреççĕ. Кăçал та тепĕр икĕ эрнерен çитетпĕр тесе шăнкăравланăччĕ-ха. Кукамай та питĕ ырă кăмăллă çынччĕ, çын ачисене питĕ юрататчĕ.

- Ачасене эсир ача çуртĕнчен илмен пулĕ те?

- Ку ачасем ача çуртĕнче пулса курман. Пĕрремĕшĕ - хамăн тăван йăмăкăн Наташăн хĕрĕ Катя. Йăмăка машина çапса хăварсан, чунĕ тухиччен, юлашки вăй-халне пухса: «Манăн пĕчĕк хĕрĕме Эльвира пăхса ÿстертĕр», - тесе калама ĕлкĕрнĕ. Çапла 4 çулти Катя пирĕн çемьере пурăнма пуçларĕ. Унтан ĕçке ярăннисен ачисене килĕсенченех илсе килнĕ - кашни килтен икшер ача - арçын ачапа хĕр ача. Чи кĕçĕннине, Сережăна, çичĕ уйăхрине илсе килтĕмĕр. Кăçал вăл пĕрремĕш класс пĕтерчĕ. Ку ачапа эпĕ питĕ савăнатăп: çепĕç кăмăллă. Хамăн ача пекех туятăп. Пирĕн икĕ Сергей та, кĕçĕннине Сережа тесе чĕнетĕп. Хам çуратнă кĕçĕн ывăл 4 çул каялла шыва путса вилчĕ, усрав ачасемпе йăпанса йывăр вăхăта чăтса ирттертĕмĕр.

- Ку ачасен ашшĕ-амăшĕ пур вĕт-ха. «Пирĕн ачасем мĕнле пурăнаççĕ-ши?», - тесе килсе каякан çук-и?

- Çемьере икĕ тутар ачи - Назияпа Рустэм. Амăшне палламастăп, ашшĕпе асламăшĕ килсе çÿретчĕç. Асламăшĕ вилсен ашшĕ килме пăрахрĕ. Ăна тĕрмене хупнă терĕç. Мĕнле каламалла: ĕçекен çыннăн та чунĕ ыратать-ха ĕнтĕ, анчах ĕçсе супсан ачисем çинчен манса каять. Пурăннă вăхăтра лайăх çынсемех пулнă. Никам та ачасене начар пултăр тесе çуратмасть вĕт, пурнăç çулĕ çине тăратас тесех çуратнă пулĕ, анчах пĕтĕм пурнăçа ĕçкĕ çапса хуçать. Ачасене эпир мăшăрпа канашласа илнĕ, вĕсене вăл питĕ юратать, Назияна «хĕрĕм» тесех тăрать.

- Тутар çемйинче ÿснĕскерсем чăвашла калаçса тăван чĕлхине манса каймарĕç-и?

- Манчĕç çав. Кунта килсенех чăвашла та, вырăсла та пĕлместчĕç, тутарла анчах калаçатчĕç. Пĕр-пĕрин çине пăхса илетчĕç те тутарла пăшăл-пăшăл тăватчĕç. «Эпĕ тутарла ăнланатăп, хытах калаçăр», - теттĕм.

Ачасене пултарулăха хăнăхтарас тесе пурне те тĕрĕ тĕрлеме вĕрентетĕп. Арçын ачасем те йĕппе çип тытма ÿркенмеççĕ. Асли, паллах, ытларах ашшĕпе пĕрле тăрмашать. Халĕ çемçе замша текен хут тухнă, унтан чечексем тума пуçларăмăр. Иртнĕ эрнере ача усрава илнĕ çемьесен Раççейри конкурсне хутшăнма хамăр ăсталанă ал ĕçĕсене, килте тухса тăракан стена хаçатне, çемье пурнăçне сăнласа ÿкернĕ видеона диск çине çырса Шупашкара кайса патăмăр.

Ачасем ÿссех пыраççĕ. Иккĕшĕ кăçал 11 класс пĕтерчĕç, тепри 9-мĕшĕнчен вĕренсе тухрĕ. Яланах тĕрлĕ конкурса хутшăнатпăр. Канашри Культура керменĕнче те конкурс пулчĕ, унта хамăрăн ал ĕçĕсене кăтартрăмăр, Назия синтезатор каласа юрларĕ. Канашран каллех Дипломпа таврăнтăмăр.

2012 çулта Мускавра Çемье ассамблейи иртрĕ. Унта хутшăнас тĕллевпе эпир килти пурнăçа сăнланă видеона Шупашкара çитертĕмĕр. Пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, Мускава кайма тивĕçрĕмĕр. Унта пĕр эрне пурăнтăмăр. Кашни кун хамăрăн пултарулăха, хастарлăха кăтартмалла пулчĕ. Пĕр кун, сăмахран, ал ĕçĕсемпе паллаштартăмăр, тепĕр кун юрă юрласа, чăваш ташши ташласа тĕлĕнтертĕмĕр. Пирĕн хамăр пултарулăха виçĕ минут кăна кăтартмаллаччĕ, эпир çичĕ минут ташларăмăр. Сĕтел айне пăхкалатăп та - жюрисем ура тапса анчах лараççĕ. Тата эпир питĕ илемлĕ чăваш тумтирĕ тăхăнса кайнăччĕ. Тавах Валентина Христофоровăна. Веçех хăй çĕленĕ кĕписене тăхăнтартса ячĕ.

Пĕлтĕр Мускавра слетра пултăмăр, вăл Союзсен çурчĕн колонна залĕнче иртрĕ. Паллă çын питĕ нумай пухăннă - артистсем, депутатсем, министрсем. «Космос» хăна çуртĕнче пурăнтăмăр.

Иртнĕ кĕркунне патшалăх пулăшнипе ачасем Словенири курортра пĕр эрне канчĕç. Унта виçĕ ачана, ют çĕр-шыва тухса çÿремелли паспорт тутарса, илсе кайрăм.

«Ачасемпе тухса çÿреме сире машина паратпăр» тесе те шантарнăччĕ вырăнти влаç, каярахпа сас-хура пĕтрĕ. Çичĕ вырăнлă машина хамăрах туянтăмăр. Чиркĕве те çÿретпĕр, концертсене те каятпăр. Малтан арçын ачасем çула тухаççĕ, тепĕр кунне хĕр ачасене илсе каятпăр. Пурне те пĕрле илсе кайсан татах та лайăхрахчĕ. Курни-илтнине ача-пăча пĕр-пĕринпе сÿтсе явать: ку лайăх, ку килĕшмерĕ тесе хак парать. Интереслĕ вырăнсене ÿкерсе те илеççĕ: Катьăна питĕ чаплă фотоаппарат туянса панă та - вăл çемье фотолетопиçне туса пырать. Альбом питĕ нумай пирĕн.

- Эльвира, сирĕн питĕ пысăк экранлă телевизор. Хăвăр туяннă-и е патшалăх илсе панă-и?

- Патшалăх пире нимĕн те илсе паман. Пĕтĕмпех хамăр илетпĕр. Пулăшу ыйтса ниçта та çÿремен.

- Ку ыйтăва памасăр чăтаймастăп: сирĕн çемьене килекен усрав ачасене хăвăрăн Настя мĕнле йышăнчĕ?

- Хаваспах. Ăна пĕччен кичем пулнă ĕнтĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе питĕ килĕштереççĕ. Паллах, хăш чухне харкашу тухать. Вăл тăван ачасен хушшинче те пулать.

- Ачасем хăвăрпа пĕрле ĕçе хăнăхаççĕ пулĕ?

- Халĕ утă вăхăчĕ те, пурин валли те ĕç тупăнать. Эртелпе ĕç-хĕл хăвăрт пурнăçланать.

- Çичĕ ачана пăхма çăмăл мар-тăр.

- Çапла, çын ачине пăхма çăмăл мар. Кашнин кăмăл-туйăмне ăнланса çитмелле. Ачасене манăн-санăн тесе уйăрман, пурте пĕр шайра.

- Компьютер сирĕн темиçе те...

- Вăл виççĕ таранах. Ноутбук та пур, планшет та. Кашнин кĕсйинчех - карас телефонĕ. Назияна синтезатор илсе патăмăр, унăн юрлас туртăм пысăк. Сасси те лайăх. Эпир ачасен пултарулăхне, ăс-тăнне аталантарма пур услови те тунă. Тĕрĕслеме килекенсем те питĕ тĕлĕнеççĕ. Тепĕр çемьере усрава илнĕ ачисем валли компьютер тавраш вуçех те çук.

- Çын ачисене çиччĕ таранах усрава илнĕ терĕмĕр. Хăвăрăн тепре çуратас кăмăл çук-и?

- Çук. Çамрăках мар вĕт, 43-ре пыратăп. Усрама илме пултаратăп.

- Кăмăл пур-и?

- Пур. Ирĕк парсан патшалăха юрăхлă çынсем ÿстерĕпĕр.

- Раççей Федерацийĕнче сирĕн евĕр нумай ачаллă çемье тата пур-и?

- Пур. Мускавра пурăнакан пĕр çемье 12 ача усрава илнĕ. Ростоври Клементьевсен çемйинче те усрава илнĕ 12 ача пурăнать. Упăшки пачăшкă, кил хуçи хĕрарăмĕ. Мана тепĕр саккăр парсан саккăрăшне те пăхса ÿстерĕттĕмччĕ. Вăй-хал пур. Халĕ саккунпа килĕшÿллĕн сакăр ачаран ытла усрама юрамасть теççĕ те... Хамăн хĕр ача кăçал 18 тултарать, тепĕр ача усрава илме ирĕк параççĕ-тĕр-ха. Хам та йышлă çемьере ÿснĕ: эпĕ асли, ман хыççăн тата улттăн, усрав хĕрсем тата иккĕн.

«Урамра пыракана хăваласа çитсе иртсе кайнă чухне сывлăх сунса хăвар», - тетчĕ пире кукамай. Хам та ачасене çавăн пек вĕрентетĕп: «Урамра кама куратăр - пурне те сывлăх сунăр», - тесе килтен кăларса яратăп. Пĕчĕк Сережа пĕр çынна вунă хут курсан та вунă хут сывлăх сунать пулĕ. Ырă кăмăллă çын пулма вĕрентетĕп вĕт-ха. «Лавккаран анаççĕ-и ваттисем, урамра куратăр-и, сумккине йăтаймаççĕ пулсан - йăтса пулăшăр», - тетĕп.

Çапла калаçрăмăр çуллахи пĕр ăшă кун Куславкка районĕнчи Туканашри Эльвира Жиглаевăпа. Тата çакна та каласа хăварам. Жиглаевсемпе юнашар Мурманск хулинчен Туканаша куçса килнĕ ватă хĕрарăм, Галина Дмитриевна Уторина, пурăннă. Хăй кунтисем мар, Украинăри Николаев хулинчен. Тăванĕсем çук, пĕртен пĕр ывăлĕ çар çынни, аякра пурăнать. Галина Дмитриевна сасартăк чирлесе ураран ÿксен Эльвира ăна çулталăк тăван амăшне пăхнă пек пăхать. Лешĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Жиглаевсем ăна турă йĕркипе пытараççĕ, вил тăпри çине ятне çыртарса палăк лартаççĕ. Тăван ывăлĕ, амăшне пытарма та килейменскер, кайран Эльвирăпа Сашăна амăшне юлашки çула чыслăн ăсатнăшăн чĕререн тав тăвать.

- Мĕн калам-ши сире, Эльвира? Эсир питĕ ырă кăмăллă çын, пархатарлă та сăваплă ĕç тăватăр. Ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр, кил-çуртăрта ача-пăча сасси яланах янăратăр.

 

Василий ЛАПИН.

Куславкка районĕ