Куççуль витĕр çырнă çырусем

10 Пуш, 2020

Фронтран янă сарăхнă çырусем, вăрçă кунĕсенче пичетленнĕ хаçатсем, сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕ документ... Хулăн тетрадь — Чăваш ăмăрт кайăкĕ Федот Орлов алли витĕр тухнă кĕнеке ал çырăвĕ — куçа тыткăнлать. Совет Союзĕн Геройĕ Александр Боголюбов генерал-майор амăшĕн тăванĕ патне шăрçаланă ăшă йĕркесемпе паллашатăп. Акă тата Павел Еромолаев, вăрçăран таврăнсан пĕр вăхăт Чăваш Ен архивĕн пуçлăхĕ пулнăскер, мăшăрĕ Екатерина патне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленни çинчен 1945 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче янă çыру. Самай вăрăмскере хумханмасăр вулаймăн. Кунта — тÿссе ирттернĕ йывăрлăх та, юлашки 6 кунра салтаксен чунĕнче тулса тăкăнакан савăнăç туйăмĕ те йĕрленнĕ. «Çак çырăва фронтовик куççуль витĕр çырнине хут çинчи тумлам йĕрĕсем систереççĕ», — палăртать Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн ертÿçи Галина Ертмакова.
Çак кунсенче асăннă учрежденире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитессе халалланă «Çапăçури тата ĕçри паттăрлăх» курав уçăлчĕ.

Диссертаци çырмалăх

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи — иртнĕ ĕмĕрĕн чи синкерлĕ пулăмĕ — çĕршывăмăрта пурăнакансен чĕринчен нихăçан та тухмĕ. Чăваш Ен фронт линийĕнчен чылай аякра вырнаçнă пулин те унăн айккинче юлма пултарайманнине, çĕнтерĕве пур енлĕн çывхартма пулăшнине ватă çынсем каласа панинчен те, истори тĕрлĕ материалĕ тăрăх та пĕлетпĕр. Курав тĕллевĕ те — çĕршыв историйĕнчи пулăм çинчен ас тăвăма упрасси, çитĕнекен ăрăва тăван тăрăхра пулни- иртнине пĕлес туртăма аталантарма, тăнăç пурнăçа хаклама хăнăхтарасси. Республика халăхĕ вăрçă вăхăтĕнче мĕнле пурăннине, чăваш салтакĕсем фронтра еплерех хастар çапăçнине сăнлакан кураври мĕн пур материал /пурĕ 70 ытла/ — ĕнерхи кун историне пуласлăх валли упраса хăварма май паракан паха никĕс.
— Çĕнтерÿ çывхарнă май р а й о н с е н е ф р о н т р а н я н ă çырусем, вăрçăпа çыхăннă пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ хут пуçтарма çÿретпĕр. Вăрçа хутшăннисемпе калаçтаратпăр, ÿкеретпĕр. Вĕсем çултан-çул сахалланса пыни куç кĕрет, çавăнпа кашнин аса илĕвĕ паха. Çынсем хăйсем те пуçаруллă пулни савăнтарать: кашни кил-йыша пырса тивнĕ нушаллă çав тапхăр. Акă виçĕ-тăватă кун каялла кăна пĕр çемье хăйсен килĕнче упраннă 1941-1945 çулсенчи открыткăсен пуххине илсе килчĕ. Историк пулнă май çапла шухăшлатăп: çав ÿкерчĕклĕ кĕске çырусем тăрăх кăна чăн-чăн диссертаци çырма май пур вĕт! Пирĕн архивра Холокост докуменчĕсем те пур, вĕсене тĕпчесе ятарлă ĕç хатĕрлерĕмĕр. Ыр кăмăллă чăваш халăхĕ йышĕнче тыткăна лекнĕ нимĕçе пулăшу кÿнĕ тĕслĕхе çирĕплетекен хутсем те упранаççĕ фондра, — каласа кăтартать архив директорĕ Галина Васильевна.

Чылайччен уçман вăрттăнлăх

Куравра историн халăхра питех анлă сарăлман страницисене те уçса панине палăртас килет. Тĕслĕхрен, 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкар хули çийĕн нимĕç самолечĕ вĕçсе иртни-не, бомба пăрахнине чылай çул вăрттăнлăхра тытнă. Ун чухне Мускав çывăхĕнче хĕрÿ çапăçусем пынă. Чÿк уйăхĕн малтанхи кунĕсенче хĕç-пăшал сасси вăхăтлăх шăпланнă. Шăпах çав самантра авиатапăну пулса иртнĕ те. Гитлеровецсем, хăйсен майлă пулма чĕнсе, чăваш хутлăхĕнче питĕ нумай листовка пăрахса хăварнă. Çав хутсене шкулта вĕренекен ачасене питĕ тĕплĕ пуçтарма хуш-нă. Самолет вĕçсе иртнĕ хыççăн тепĕр кунах Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ, Улатăр, Çĕмĕрле хулисем тĕлĕшпе хушу тухнă. Пĕтĕмĕшле маскировка тĕллевĕпе çĕрлехи вăхăтра çутă çутма юраман.
Мускав патĕнчи çапăçусен вăхăтĕнче Сăр хÿтĕленÿ чиккине тунă — вăрçă историйĕн çак саманчĕ те кăсăклă. Чăваш енпе Мордови хутлăхĕсенче тăсăлнăскер Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Улатăр районĕсен çĕрĕ тăрăх иртет. Ăна хăтлама çул çитмен çамрăксене явăçтарнă, хĕрарăмсем те йышлăн хутшăннă. Хÿтĕленÿ чиккине кĕске /тăватă уйăхран та сахалрах/ вăхăтра янтăланăскерсем тĕлĕнмелле чăтăмлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Куравра çак пулăма аса илтерекенни — Чикке ÿкернĕ çав вăхăтри карта.
Архив ертÿçин заместителĕ Федор Козлов каланă тăрăх, вăрçăпа çыхăннă материалсене пĕр çĕре пухнă май ун чухнехи пурнăçăн кашни енне çутатма тăрăшнă. Хресченсем уйра мĕнле ĕçленине, фронта валли ялсенче апат-çимĕçпе ăшă çи-пуç хатĕрленине, çапăçу кĕрлекен облаçсенчен эвакуаципе килнисене чăваш халăхĕ мĕнле йышăннине, промышленноçа аталантарнă май фронта тĕрев панине, эвакогоспитальсенче салтаксене сипленине, культура вучахĕ йывăр çав кунсенче те ялкăшнине сăнлаççĕ упранса юлнă паха япаласем.
— Музее аса илтерекен залри кашни материалпа паллашма кăсăклă. Халăхăн истори ас тăвăмне упраса хăварасси, çитĕнекен ăрăвăн граждан хастарлăхне йĕркелесси çĕршывра пĕрлĕх туйăмне çирĕплетес тĕлĕшпе питĕ пĕлтерĕшлĕ. Паян таса тÿпе айĕнче пурăннăшăн эпир вăрçă çулăмне хирĕç тăнă йăх-несĕлĕмĕре, хальхи вăхăтри хÿтĕлевçĕсене пуç тайма тивĕç, — курава уçнă чухне çапла палăртрĕ шухăшне архив ĕçĕн ветеранĕ Александр Петров, вăрçăран янă çырусем тăрăх калăпланă «Страницы немеркнущей славы» кĕнеке авторĕ.
Сăмах май, Александр Петрович хăй те вăрçă ачи. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ял укăлчи тĕлĕнче хăрушă хыпара сÿтсе явнине ун чухне саккăр тултарайманскер тăнланине аван ас тăвать. Тепĕр кунах вăй питти арçынсем вăрçа кайнине, ача- пăча аслисемпе тан ĕçлеме тытăннине калать.
Çакна палăртмалла: Чăваш Енре пурăнакан 2,5 пин çын çĕршыва тăшман тапăнса кĕнине пĕлсенех çара кайма хăйсен ирĕкĕпе ыйтса çырнă. Çав йышра — 400 ытла хĕр-хĕрарăм. Вĕсем çыхăну тытăмĕнче, медицина пулăшăвĕ кÿрекенре, повар пулса е авиаци ретĕнче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Зоя Парфенова летчица паттăрлăхĕ, вăл Совет Союзĕн Геройĕ ятне илни çинчен вулакан пĕлетех-тĕр. Куравра унăн сăн ÿкерчĕкĕсене те курма пулать.
Синкерлĕ, выçăллă-тутăллă кунсем... Анчах этем чунĕнчи туйăм аталанăвĕ валли чăрмав ун чухне те пулманнине çирĕплетекен тĕслĕх — Чăваш Ен каччипе, Владислав Кангин салтакпа, Тверь хулинче пурăнакан хĕр çыру урлă паллашса вăрçă тăршшĕпех туслă çыхăну тытни. Çĕнтерÿ хыççăн пĕрлешнĕ вĕсем. Телейлĕ мăшăр юратупа тулнă çырусене тирпейлĕн упранă. Вăхăт иртсен вĕсене архива пама шухăшланă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.