Куçма Турханăн мăшăрне тăванĕсем хваттерсĕр хăварнă

27 Утă, 2017

98 çулти Нина Ильина, Куçма Турхан писателĕн мăшăрĕ, хĕлле — Çĕнĕ Шупашкарта, çулла Шупашкар çывăхĕнчи Типçырма ялĕнче пурăнать. Ватлăхра пĕччен тата кил-çуртсăр тăрса юлнăскере иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕн хĕрĕ Анна Степанова пăхать. Çак кунсенче Анна Александровна Нина Ильиничнăн çывăх тусĕпе — Шупашкар районĕнчи Ăстакассинчи Роза Андреевăпа — пирĕн редакцие çитрĕ. 2008 çулта Куçма Турханăн мăшăрне çывăх тăванĕ регистраци палатинче «парнеленин килĕшĕвне» алă пустарса хваттерсĕр тăратса хăварнă, унтан мăнаккăшне килтен кăларса ярса пурăнмалли кĕтесе сутнă.

Шыв çеç лартса панă

— Сакăр çул каялла Нина Ильинична шăнкăравларĕ те хăйĕн патне килсе кайма ыйтрĕ. Мĕн ачаран лайăх пĕлетĕп ăна. Пушă вăхăтра ун патне час-часах çÿреттĕмĕр. Çав кун упăшкан килтен тухас килмерĕ, мана пиччепе Сашăпа пĕрле кайма ыйтрĕ. «Хваттерĕн çур пайне эпĕ аппан ывăлĕн ачи çине çырнă, 2/3 пайне сана парнелесшĕн. Ватлăхра пĕччен юласси те шиклентерет, мана пăхма килĕшетĕн-и?» — терĕ. Эпĕ хирĕçлеменнине кура Нина аппа çав тери савăнчĕ. Пичче ун патĕнчен тухсан нимех те шарламарĕ, вăл çав кунах хĕрĕ патне вĕçтернĕ, Нина Ильинична хваттерĕн пĕр пайне мана парнелесшĕн пулнине систернĕ. Эпĕ ун чухне Шупашкарти трикотаж фабрикинче ĕçлеттĕм. Пиччен хĕрĕ кашни кун кăнтăрла Нина Ильинична патне çÿреме тытăннă. Хитре калаçаканскер унпа йăпăлтатнă, ватă хĕрарăма хăйĕн майлă çавăрнă, хваттер докуменчĕсене вăрттăн илсе тухса кайнă. Пĕр кунхине вăл Нина Ильиничнăпа иксĕмĕре регистраци палатине чĕнчĕ, анчах унта мĕн тума пымаллине ăнланаймарăм. Мана пÿлĕме кĕртмерĕç, вĕсем тухасса картлашка çинче кĕтсе тăтăм. Ахаль килмен иккен вăл унта, тахăш самантра «парнеленин килĕшĕвне» хатĕрленĕ. Анчах кун пирки 4 çултан тин пĕлтĕмĕр. Л-ăн мăшăрĕ эпĕ регистраци палати умĕнче тăнине, Нина Ильинична килĕшÿ çине алă пуснине видео ÿкернĕ. Çакăн хыççăн Л. та, пичче те ун патне сайра хутра çÿреме пуçларĕç. 2007 çулта Нина Ильинична куçĕ курман ывăлне Алешăна пытарнă хыççăн пушшех хавшарĕ, юн пусăмĕ ÿснипе аптăрама тытăнчĕ. Йывăр чухне мана чĕнетчĕ. Кăштахран пĕçĕ шăммине хуçрĕ, больницăра пĕр уйăх сипленчĕ. Пиччепе хĕрĕ нушаланакан аппăшĕ патне пĕртте пымарĕç. «Эпĕ ăна çавах ура çине тăратăп», — терĕм куçĕнче пĕр шанчăк та юлман тухтăра. Вăл ман çине иккĕленсе пăхрĕ. Нина аппана кашни кунах массаж турăм, выртаканскерĕн ÿтне пĕрре те пиçме-хĕрелме памарăм. Ватăскере ура çине тăратрăмах», — каласа кăтартрĕ Анна Александровна.

Аппăшне пĕр кун та пăхман пиччĕшĕ Александр ун валли эмел туянмашкăн тата вилсен тирпейлесе пытармашкăн тесе Нина Ильиничнăн пенсине уйăхсерен илсе тăнă, кинемее пурăнмашкăн 16 пин тенкĕрен 2 пин тенкине çеç хăварнă. Анна Александровнăн эмелсене хăйĕн укçипе туянма тивнĕ. «Мĕн нушаланатăн? Эсĕ ăна ан ĕçтер, ан çитер. Тата нумай пурăнтарасшăн-им çав карчăка? 100 çула çитересшĕн-им?» — пĕррехинче çапла каласа шалтах тĕлĕнтернĕ йăмăкне Александр. «Эсĕ темĕн тĕрлĕ апат та çитеретĕн мана, лешсем вара пĕр канфет шеллеççĕ, нихăçан та хăналаман вĕсем», — тенĕ Нина Ильина.

«Нина Ильинична ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă, хваттере туртса илекен Л. унран виçĕ кун маларах çут тĕнчене килнĕ. Вăл кашни çулах хăйне çуралнă кунра парнеленĕ, типме пуçланă тюльпансене йăтса килетчĕ. «Ку карчăк çавах нимĕн те ăнланмасть», — тетчĕç-ши? Çав чечексемсĕр пуçне урăх нимĕн те илсе килместчĕ. Юлашкинчен пĕчĕк ал шăлли парнелерĕç. Мĕнле туянас тенĕ-ши? Е такам парнелени пулнă-ши?» — Анна тĕлĕнсе пĕтереймест.

Пĕр кунхине Л. хваттере вĕçтерсе çитнĕ те: «Анна Александровна, эсĕ кунта никам та мар, ку пирĕн хваттер. Тухса кай, Нина Ильиничнăна хамăрах пăхăпăр. Тĕрĕслĕх шыраса хăть ăçта кайсан та усси пулмĕ, çавах сана ĕненмĕç. Эпĕ — авторитетлă хĕрарăм, мана кирек ăçта та хисеплеççĕ, пур çĕрте те паллакансем пур — прокуратурăра та, администрацире те…» — тенĕ йĕкĕлтешсе. Анна Александровна япалисене пуçтарнă та Нина Ильиничнăна чунран хĕрхенсе, куççульленсе тухса утнă. Пĕр эрнеренех кÿршисем шăнкăравланă: «Аня, кил-ха. Никам та пырса пăхмасть, Нина вилсе выртмарĕ-ши?» Полицие чĕннĕ, йĕрке хуралçисем çитсен тин хваттере уçса кĕнĕ. «Ватăскер диван айккинче мĕскĕннĕн ларатчĕ. Карчăка шыв çеç парса хăварнă, тек нимĕн те çукчĕ. Лешсем пĕр эрне килсе курăнман. Адвокат патне шăнкăравларăмăр, вăл, манра доверенноç пуррине пĕлекенскер, Нина аппана хампа пĕрле илсе кайма сĕнчĕ. Çапла Типçырмара пурăнма тытăнтăмăр. Л. ниепле те лăпланаймарĕ, Нина Ильиничнăна пропискăран кăларас тесе яла виçĕ хутчен пычĕ. Кĕркунне хваттере кайса пăхрăм, мана алăк уçса кĕртекен пулмарĕ. Ăна сутма хатĕрленни пирки пĕлтерчĕç кÿршĕсем, юсав ĕçĕсем пыратчĕç. Л. Анна Александровнăн ятне варалас шухăшпа Шупашкар районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центра çăхав та çырнă. Социаллă ĕçченсем çийĕнчех тĕрĕслеме килнĕ: анчах нимĕн япăххине те тупса палăртман. Нина Ильинична вĕсене Анна Александровна ăна лайăх пăхни, уколсем, массаж туни, хăйне унпа аван туйни пирки каласа кăтартнă.

Япалисене урама пырса тăкнă

Нина Ильина — Куçма Турхан писателĕн иккĕмĕш мăшăрĕ. Вĕсем Турхан Валентина Элпи çыравçăран уйрăлнă хыççăн пĕрлешнĕ, 21 çул килĕштерсе пурăннă. Нина Ильинична мăшăрĕн ал çырăвĕсене, сăн ÿкерчĕкĕсене хваттерте чăматанра типтерлĕн упранă.

Пĕр кунхине Анна Степановăна хирĕç пурăнакан кÿршисен пÿрчĕ айккине пĕр машина япала килсе пушатнă: чашăк-тирĕкрен пуçласа сĕтел-пукан таранах. Урама ытлах тухса çÿремен, каймалли тупăнсан пахча витĕр çеç çÿрекен Анна Александровна çакна сиссе юлайман. «Кил-тĕрĕшре усă курма май пур хатĕр-хĕтĕре ял çыннисем сĕтĕрсе пĕтернĕ. Кайран тухса пăхрăм — çĕмрĕк турилккесем, çурăлса пĕтнĕ ал çырăвĕсемпе хутсем çеç йăваланса выртатчĕç. Ял çыннисем йăлтах пăтратнă хыççăн Нина Ильинична вилсен тăхăнтартма хатĕрленĕ çыхха та тупаймарăм. Хăйне каласа хурлантарас темерĕм. Юрăхсăра тухнă хатĕр-хĕтĕре кайран çÿп-çап купине кайса тăкрĕç», — тĕлĕннине пытармасăр калаçрĕ Анна Александровна. Нина Ильиничнăн кÿрши Шупашкарти Граждан урамĕнчи пĕр çурт умĕнчи çÿп-çап контейнерĕнче Куçма Турханăн ал çырăвĕсемпе докуменчĕсен, медалĕсен çыххине тупнă, ăна тепĕр кÿршине Валентинăна панă. Хайхискер хаклă япаласене Типçырмана леçсе панă. Кÿршисем каланă тăрăх, Нина Ильиничнăн виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕнчен икĕ машина япала тиесе тухнă, анчах пĕрне çеç Типçырмана пырса пушатнă. «Сĕтел-пукан япăх марччĕ. Хваттер çитмен вĕсене, лайăх япаласене те хапсăннă. Дачăна тиесе кайрĕç-ши? Пичче çăткăнла хăтланчĕ, ăна нихăçан та çитмест. Пирĕн пата яла пырсан хуçланакан пусмана та илсе кайрĕ. Виçĕ килограмран ытлашши йăтма юрамасть теекенскер тем йывăрăшскере ним мар машина çине çĕклесе хучĕ», — тарăхса калаçрĕ Анна Александровна. Нина Ильинична Шупашкар районĕнчи Ăстакассинчи çуртне сутнă хыççăн укçине Перекет кĕнеки çине хунă, Л. кинемее банка çавăтса кайнă та çав нухрата та илтернĕ.

Анна Александровна вăрçă ветеранĕн Кузьма Сергеевич Сергеевăн мăшăрне Нина Ильинана хваттер черетне тăратасшăн. Пиччĕшĕпе хĕрĕ документсене пытарса хунă хыççăн вĕсене çĕнĕрен тавăрма çăмăл килмен ăна, çапах майĕпен йăлтах хатĕрлесе çитернĕ.

Куçма Турханăн иккĕмĕш мăшăрĕпе курнăçас тесе Типçырмана çитрĕм. 99 çула çывхаракан хĕрарăм килтен тухса çÿреймест. Ырă та ăшă кăмăллăскер, хăнасене тараватскер çын килнĕшĕн тем пекех хĕпĕртерĕ, тахçанхи йăлине манманскер ыталаса алăран чуптурĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.