Культура çулталăкне – музейре

16 Кăрлач, 2014

Етĕрне районĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кăçалхи пĕрремĕш канашлăва район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне пухăнчĕç. Администраци пуçлăхĕ В.Кузьмин вĕсене Çĕнĕ çулпа саламларĕ, вăл ăнăçлă пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Çак шанăç пĕлтĕр япăх мар ĕçленипе çыхăннă. Владимир Николаевич шухăшĕпе, кашни хăй вырăнĕнче тăрăшса, яваплăха туйса ĕçлесен ÿсĕм пулатех.

Тĕрлĕ ыйту пăхса тухрĕç канашлура. Культура çулталăкĕ пуçланнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ ятарласа йышăну кăларнă. Кăçал мĕнле мероприяти йĕркелессине тĕплĕн çырса кăтартнă унта. Лапракассинче акă кăрлачăн 19-мĕшĕнче юсаса çĕнетнĕ культура çуртне хута ярĕç. Культура çулталăкне Етĕрнери культура çуртĕнче кăрлачăн 31-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă. Унтан пуçлăхсем СССР халăх артисчĕн Н.Мордвиновăн Етĕрнери кил-музейне çитсе курчĕç. Çав кун асăннă музейра «Вырăс халăхĕн йăли-йĕрки» курав уçăлчĕ. Николай Дмитриевичпа çыхăннă тĕрлĕ документпа сăн ÿкерчĕк, фильмсем вĕсене тыткăна илчĕç. Экскурси вăхăтĕнче «Аслă Мордвинов» фильм пăхрĕç.

Асăннă музей ХIХ ĕмĕрти купса çуртĕнче вырнаçнă. Ăна хăй вăхăтĕнче сумлă ентеш-артистăн аслашшĕ хăпартнă. 1901 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче çак çуртра Н.Д.Мордвинов çуралнă.

- Етĕрне çĕрĕн хăйне евĕрлĕ пуянлăхне пула, культурине кура çавнашкал аслă çынсем çĕр çине килнĕ, - çапла пĕтĕмлетрĕ музейпа паллашнă хыççăн Ирçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Шишкин. Унпа ыттисем те килĕшрĕç.

Лилия ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.