Куравсем паллаштараççĕ

8 Юпа, 2014

Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум вăхăтĕнче Шупашкарта спорт отраслĕн аталанăвĕпе, çитес çулсенче çĕр-шывра иртекен пысăк ăмăртусемпе, пичет продукцийĕсемпе тата Интернет ресурссемпе паллаштаракан куравсемпе экспозицисем ĕçлĕç.

Пĕтĕм тĕнчери «Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе пуласлăх» 4-мĕш курава массăллă спорт аталанăвне, «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплекса, физкультурăпа спорт отраслĕнчи пурлăхпа техника никĕсне халалланă. Унтах спорт таварĕсем туса кăларакан тата тĕрлĕ пулăшу сĕнекен предприятисен стенчĕсем пулĕç.

«Спорт литератури, пресси, мультимедиа» курав кăçал пиллĕкмĕш хут иртĕ. Выставкăра - тĕнчери паллă издательствăсен продукцийĕсем, интернет ресурссем, мультимедиа хатĕрĕсем. Спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе тупăшăвĕсене сăнлакан ÿкерчĕксемпе «Спорт - пирĕн республика кун-çулĕнче» фотокурав паллаштарать.

Хăнасемпе форума хутшăнакансем уйрăм павильонсене те кĕрсе курма пултарĕç. Тĕрлĕ регионти физкультурăпа спорт аталанăвĕ çинчен «Субъектсен аллейи» курав каласа парĕ. Футболпа туслисем 2018 çулта иртекен тĕнче чемпионатне халалланă павильона çитсе курĕç. Унтах мультимедиа турĕпе интерактивлă викторина йĕркелĕç. Çавăн пекех уйрăм стендсенче - ишевçĕсен тĕнче чемпионачĕ /2015/, Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиада /2019/. 2021 çулта Пĕтĕм тĕнчери вăйăсене ирттермешкĕн хатĕрленĕ ятарлă экспозици валли те вырăн тупăнĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: