Курма та, канма та килĕç

22 Раштав, 2015

Тăвай районĕнче çитĕннĕ пĕртăван Василий, Петр тата Олег Восторгинсен тăван халăх валли çуралнă тăрăхра кану вырăнĕ тăвас шухăшĕ çулсем иртнĕçемĕн çирĕпленсех пынă. Пилĕк çул каялла проектпа паллаштарма район администрацине пынă. Вăрманалла тăсăлакан Паçнер шывĕ хĕрринчи усă курма пăрахнă çĕр лаптăкне харпăрлăха куçарса çав вырăнта кану тăрăхĕ йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев иртнĕ шăматкун Тĕмер ял тăрăхĕн территорийĕнчи «Паснерка» ял усадьбин пĕрремĕш тапхăрне уçма пырсан çакăн çинчен кăмăллăн аса илчĕ. Ун чухне Юрий Егорович район администрацине ертсе пынă. Тăван енре тĕрлĕ обĕект ытларах пултăрччĕ тесе тăрăшнăскер пĕртăвансен пархатарлă шухăшĕпе тÿрех килĕшнĕ.

- Усламшăн çунакансем ĕçре пĕр-пĕр йывăрлăхпа тĕл пулсанах пăрахса каяççĕ. Кусем тарса ан кайччăрах, çакăнта кану хутлăхĕ пуласса хăйсем ĕненеççĕ-ши тетĕп. Эпĕ кăлăхах иккĕленнĕ иккен. Восторгинсем - çирĕп шухăш-кăмăллă çынсем. Сăмаха çилпе вĕçтермеççĕ, пĕр тытăнсан ĕçе вĕçне çитереççĕ. Кунта бизнес ăнăçлă аталанасса çирĕп шанатăп, - терĕ Юрий Егорович.

Савăнăçлă уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Иван Иванов, Тăвай районĕпе администрацийĕн пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Владимир Ванерке, сумлă ытти çынсем хутшăнчĕç. В.Ванерке кану тăрăхĕн пĕрремĕш тапхăрне хута ярассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă строительсене район администрацийĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.