Кузнецов йĕлтĕр сырнă, Семенова юбилейне паллă тунă

12 Кăрлач, 2017

Тин çеç Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтсе тус-тăвана мĕн пар­нелемелле-ши, уяв сĕтелĕ çине мĕн лартмалла-ши тесе лавкка тăрăх çÿрерĕмĕр. Сисмерĕмĕр те: 2017 çул чÿречерен шаккарĕ. Уяв хыççăнхи кану кунĕсем те хăвăрт шăвакан пĕлĕт евĕр часах иртрĕç. Аслисем ĕçе тухрĕç, ачасем шкула чупрĕç. Уява еплерех хатĕрленни, ăна мĕнле кĕтсе илни халĕ — асаилÿ çеç. Çав самантсем сăнÿкерчĕксенче те упранса юлнă. Чăваш эстрада çăлтăрĕсен Инстаграмри страницисене шĕкĕлчерĕм. Вĕсен пурнăçĕнче мĕн пулса иртни, Çĕнĕ çул хыççăнхи кану кунĕсене мĕнле ирттерни сире те интереслентерет пуль-ха?

2017 çулăн символĕ — Автан. Пĕлетĕр-и: Автан çулĕнче чăваш эстрада юрăçи Алексей Московский çуралнă. Çакна вăл Инстаграмри хăйĕн страницине пăхса тăракансене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май çырса пĕлтернĕ. «Ку çул маншăн тата манăн страницăна «çырăнакансемшĕн» тухăçлă пуласса шанатăп. Ĕненетĕп, çапла пуласса пĕлетĕп», — тенĕ халăх юратăвне çĕнсе илнĕ Елчĕк районĕн арĕ. Çулталăка вăл питĕ ăнăçлă пуçланă: тăван ялĕнче концерт лартнă. Ăнăçлă тенĕрен… Алексей Московский чапа тухасси ача чухнех паллă пулнă. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, вăл шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ. Çакна çирĕплетсе юрăç 1991 çулта тивĕçнĕ хисеп хутне сăн ÿкерсе хăйĕн страницине вырнаçтарнă. Ун чухне Елчĕкри вăтам шкулта 4-мĕш класра ăс пухнă Алексей Московские вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн чысланă. «Ман кун пекки нумай. Пурнăç тăршшĕпех — отличник», — сăнÿкерчĕк айне çырнă паллă юрăç. «Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — тени тĕрĕсех вĕт? Уяв хыççăнхи кану кунĕсене Алексей кăсăклă ирттернĕ, пушă вăхăта çемйине халалланă. Мăшăрĕпе Регинăпа вăл тĕп хулари заливра уçăлса çÿренĕ, кинотеатра çитнĕ. «Арăм юнашар пулсан», «Чу-ча-ча», «Ман юлташăн паян туй» хитсемпе чапа тухнă юрăç темиçе кун каялла урамра шартлама сивĕ тăнине пăхмасăр сцена çинчи юлташĕпе Андрей Кузнецовпа пĕрле йĕлтĕрпе ярăннă.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси модăна кĕнĕ темелле-ши? Юрăçсенчен чылайăшĕ спорта юратма пуçланă. Андрей Кузнецов çулла-кĕркунне чупать пулсан халĕ йĕлтĕр çине тăрать. Кунсерен 3-5 çухрăм парăнтарать вăл, телефонри ятарлă сарăмпа /приложени/ усă курать. «Пурнăç», «Юбилей» тата ытти юрра куракан патне илсе çитернĕ юрăç пĕр эрне каялла çур сехетре 7 çухрăма парăнтарнă! Унăн аслă ывăлĕ Максим та ашшĕпе пĕрле сывлăхне çирĕплетет. Сăмах май, Максим Çĕнĕ çул умĕн Мускаври Кремльте иртнĕ елкăна кайнă. Пылак кучченеçпе çеç мар, ырă асаилÿпе таврăннă вăл унтан. Андрей Кузнецов Сĕнтĕрвăрри районĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ тата «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх ертÿçи пулнине чылайăшĕ пĕлет. Кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче вăл сахал тупăшлă тата йышлă çемьере çитĕнекен ачасем валли пĕрремĕш хут йĕркеленĕ район елкине хутшăннă. Шуршăлти шкулта иртнĕскере 120 ача çитнĕ. Нихăшĕ те пылак кучченеçсĕр юлман. Унсăр пуçне вĕсене «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх ятарлă куркасем парнеленĕ. Ачасемшĕн чăн-чăн уяв пулнă ку!

Константин Рязанов çамрăк юрăçшăн, пултаруллă аранжировщикшăн уяв Çĕнĕ çул умĕнех пуçланнă. Раштавăн 27-мĕшĕнче мăшăрĕ Юлия ăна хĕр парнеленĕ. Хĕр пĕрчи 4450 грамм йывăрăш, 57 сантиметр çÿллĕш çуралнă! «Çĕнĕ çулхи чи хаклă парне ку. Юратнă çыннăм, тавах хĕршĕн. Эпĕ сире юрататăп, сире пурнăç тăршшĕпе упрама сăмах паратăп», — çырнă Константин биркăн сăнÿкерчĕкĕ айĕнче.

Çăлтăрсенчен нумайăшĕ Инстаграма концертсенчи, корпоративсенчи сăнÿкерчĕксене вырнаçтарать. Полина Борисова юрăçăн страницинче вара çемйипе, тус-тăванĕпе, савнийĕпе ÿкерĕннисене ытларах курма пулать. Нумаях пулмасть вăл ывăлĕпе Максимпа тăван Патреккел шкулĕнче елкăра пулнă. Максим шкул ачисене баян каласа савăнтарнă. Полина Борисовăн ывăлĕ музыкăра çеç мар, спортра та çитĕнÿсем тăвать. Хоккейла выляма кăмăллать вăл. Сăмах май, паян Патреккел шкулĕн ачисем /вăл шутра Максим та/ республика шайĕнче йĕркеленекен «Ылтăн шайба» турнирта Елчĕк районĕн чысне хÿтĕлĕç. «Вĕçкĕн яш», «Эс те кай» хитсемпе палăрнă Полина кану кунĕсене усăллă ирттернĕ. Ывăлĕпе иккĕшĕ тĕп хулари заливра конькипе ярăннă. Полина йывăç тăвайккинчен те ярăннă. Çакна çирĕплетсе юрăç Инстаграмри 800-е яхăн çын пăхса тăракан страницине видео та вырнаçтарнă. Темиçе кун каялла ывăлĕ Максим 10 çул тултарнине пĕлтерсе вăл ун валли ятарласа пĕçернĕ торта та сăн ÿкернĕ. Унта шайба хăвалакан хоккеиста сăнланă.

Çĕнĕ çул кĕрекине лариччен Чăваш халăх артистки Людмила Семенова тус-тăванне пухса çуралнă кунне уявланă. Раштавăн 25-мĕшĕнче вăл 55 çул тултарнă. Мăшăрĕ Эдуард ăна — кĕлчечек çыххи, ЮТВ телеканал директорĕ Юрий Гурьянов юрă парнеленине Инстаграмри страницинче вырнаçтарнă видеона пăхсан пĕлме пулать. Çуралнă кун умĕн «Чăваш Ен» ПТРК ĕçченĕсем унран интервью илнине çирĕплетсе вăл сăнÿкерчĕк те вырнаçтарнă. Людмила Семенова страницине «шĕкĕлчекенсенчен» те чылай салам илнĕ. ЮТВ телеканал ÿкернĕ «Голубой огонек» кăларăма вăл Евгений Григорьевпа ертсе пынă. Унта вĕсене Элĕк районĕнчи фольклор ушкăнĕ автанпа чăх парнеленĕ. Людмила Семенова çак сăнÿкерчĕке хăйĕн страницине вырнаçтарнă.

Катя Петрова юрăçăн страницине кĕрсен иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ «Çулталăкри юрă» концертри сăнÿкерчĕксене курма май пур. Чăваш эстрада артисчĕсен союзне кĕнĕ çăлтăрсем пулнă унта. 2016 çулти чи лайăх юрăсене шăрантарнă концертра юрăçсем Çĕнĕ çулхи тумпа сцена çине тухнă. Катя Петрова, сăмахран, Юр пике пулнă. Пултаруллă юрăç, композитор сцена çинчи чылай тусĕпе сăн ÿкерĕннĕ. Акă вĕсенчен пĕринче Чăваш эстрада артисчĕсен союзĕн ертÿçипе Алина Федоровăпа пĕрле. Сăмах май, Алина Федорова кăрлачăн 18-мĕшĕнче, хăйĕн çуралнă кунĕнче, Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнчи данс-клубра концерт йĕркелет. «Çулталăкри юрă» концерта хутшăннă кашни юрăç хисеп хучĕпе ятарлă статуэткăна тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çул Катя Петровăшăн ăнăçлă иртни куçкĕрет. Раштав уйăхĕнче, Çĕнĕ çул умĕн, вăл Тутар Республикинчи куракансене хăйĕн илемлĕ сассипе савăнтарма та ĕлкĕрнĕ.

Инстаграмра кашни кун те­нĕ пекех «çырăнакан» пухакан Евгений Григорьев илемлĕ сăнÿкерчĕксемпе, хăйне евĕр видеосемпе тĕлĕнтерет. Иртнĕ çул уншăн та лайăх вĕçленнĕ. 2017 çул лайăх пулăмсемпе пуçланнă. Паллă шоумен ачисемпе елкăна та, Шупашкарта çапкаланчăк йытăсем валли йĕркеленĕ приюта та çитме ĕлкĕрнĕ. Кану кунĕсене питĕ тухăçлă ирттернĕ Григорьевсем. Çемйипех кинотеатрта мультфильм курма, бассейнра ишме, «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче коньки тăхăнса вăхăта хаваслă ирттерме май тупнă. «Çулталăка мĕнле пуçлатăн — çапла ирттеретĕн», — теççĕ. Автан çулĕ вĕсемшĕн интереслĕ пуласси иккĕлентермест.

Çулталăк пуçланчĕ çеç-ха. Çăлтăрсемшĕн вăл мĕнле иртĕ? Çакна Инстаграмри вĕсен страницисене шĕкĕлчесен лайăхрах пĕлĕпĕр, вăхăт иртсен веçех курăпăр.

Юрăçсен Инстаграмри страницисене

Ирина КОШКИНА тишкернĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.