«Кванториум» – нанотехнологи лапамĕ

26 Кăрлач, 2017

Телекăларăмра ÿкерĕннĕ

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн Общество телекуравĕн тÿрĕ эфирта кăтартакан «Отражение» кăларăмне хутшăннă. Унсăр пуçне вăл «Про бизнес» телеканал «Наше дело!» кăларăмра ÿкерĕннĕ.

Тÿрĕ эфирти кăларăмра Михаил Игнатьев телекуравçăсен вунă ытла ыйтăвне хуравланă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем ыйту панă. Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби хыпарланă тăрăх, Чăваш Енре пурăнакансем те унта шăнкăравланă. Вĕсем сывлăх сыхлавĕпе, çул-йĕр тăвассипе, социаллă пулăшу кÿрессипе, çынсене кивĕ çуртран çĕннине куçарассипе, пурнăç пахалăхĕпе суту-илÿри сервиса лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене хускатнă.

Раççей министрĕ – Шупашкарти ларура

Паянпа ыран Промышленноçа аталантарас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕ Шупашкарта тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Унта РФ промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров хутшăнĕ.

Çак мероприятипе çыхăннă хыпарсене Чăваш Енĕн вице-премьерĕ Владимир Аврелькин Правительство канашлăвĕнче пĕлтернĕ. Мероприятире, тĕпрен илсен, машиностроени продукцине аталантарассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явĕç. Денис Мантуров Шупашкарти хăш-пĕр предприятие çитсе курĕ. Ларăва çĕршыври 60 ытла субъект представителĕ хутшăнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.