Лару: çамрăксене куçран вĕçертмелле мар

19 Çĕртме, 2019

Паян Чăваш Республикинчи Наркотиксемпе кĕрешекен комисси черетлĕ лару ирттерчĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Видеоконференцçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.

Ларура ЧР вĕренÿ министрĕ Сергей Кудряшов çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе вĕреннĕ вăхăтра тата уроксем хыççăн наркотиксене хирĕç туса пыракан профилактика ĕç-хĕлне лайăхлатасси çинчен доклад турĕ. Министр çамрăксене çак усалтан сыхламалли тухăçлă çул-йĕр шутĕнче вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме майсем туса парассине палăртрĕ. Ку енĕпе спорт, пултарулăх учрежденийĕсен ĕçĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем çул çитменнисене сывă пурнăç йĕркине хисеплеме хăнăхтараççĕ, çитĕнÿсем патне ăнтăлма вĕрентеççĕ.

ЧР Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне сăнакан управлени пуçлăхĕ Данис Шакуров административлă право йĕркине пăснă наркоманипе чирлĕ çынсене сипленме, çавăн пекех медицина тата социаллă реабилитаци ĕçне явăçтармалли механизмсене пурнăçа кĕртнин тухăçлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

Ларура çавăн пекех республикăри хуласемпе районсенчи наркотиксемпе кĕрешекен комиссисен ĕç-хĕлне пăхса тухрĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас