19 Пуш, 2015

Мĕнле урай лайăхрах?

Кĕркуннепе çуркунне выльăхсем тăракан кил хушши çăрăлса пĕтет. Ĕне çиллисем вараланаççĕ. Выльăх тăракан вырăна мĕн сарсан лайăхрах-ши?

Людмила ИВАНОВА.

Элĕк районĕ.

19 Пуш, 2015

Петрушкăран, сив курăкĕнчен - эмел

Манăн цикорий, петрушка сокĕсене ăçта сутнине пĕлес килет. Пулăшаймăр-ши?

Тамара МОСКОВКИНА.

Куславкка районĕ.

19 Пуш, 2015

Йăрансене черетлентермелле

Çуркунне çитнĕçемĕн вулакансем çĕр ĕçĕпе çыхăннă ыйтусемпе нумайрах çырма пуçларĕç. Мĕн кăна шухăшлаттармасть пулĕ хресчене. "Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен” теççĕ те, çапла пулмасăр. Пурнăç малалла вĕт. Çĕнĕ тĕпчевсем, çĕнĕ тупсăмсем, çĕнĕ технологи. Ĕнер пĕлменнине паян уçатпăр.

18 Пуш, 2015

«Шурă вилĕм» ытамĕнчи çамрăклăх

Чăваш Енре наркоманипе чирлесси федерацин Атăлçи округĕнчи, Раççейри вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех. Эппин, ку енĕпе пăшăрханмалли те çук пек. Аплах мар çав. Наркотиксемпе иртĕхекенсен йышĕн çурри - 16-20 çулсенчи çамрăксем. Çийĕнчен, ытти регионпа танлаштарсан, Чăваш Енре çамрăксем наркотикпе çыхăннă преступленисем тăвасси ÿссе пынин туртăмĕ палăрать. Апла-тăк...

18 Пуш, 2015

Республика Муркашсене шанать

«Муркаш тăрăхĕн хăвачĕ пысăк. Район çыннисен характерĕ çапларах - яланах пĕрремĕш пулма ăнтăлаççĕ. Районăн малта пулмашкăн хăйĕн шалти ресурссем пур тесе шухăшлатăп», - терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мартăн 16-мĕшĕнче Муркаш районĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, вырăнти предприятисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура. Унта 2015 çулта Муркаш районĕн экономика аталанăвне тата социаллă тăнăçлăхне тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе яврĕç.

18 Пуш, 2015

Михаил Игнатьев: «Элĕксен вăй-хăват пур»

Мартăн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк районне çитсе килчĕ. Вăл район пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе тата пуçлăхĕсемпе ирттернĕ тĕлпулăва çавăн пекех вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ванеркин, Владимир Мидуков хутшăнчĕç.

Малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 70 çул» юбилей медалĕсем пачĕ.

18 Пуш, 2015

Йышра - кашни хисепре

Канаш районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцире 59 çын ĕçлет. Кашни хăй пĕр тĕнче тенĕрен кунти специалистсем тĕрлĕ шухăш-кăмăллă, характерлă, пурнăç çине хăйевĕр пăхаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсене пĕр ĕмĕт-тĕллев пĕрлештерет: районта чирлĕ выльăх ан пултăр, ветстанци ÿсĕмлĕ аталантăр.

18 Пуш, 2015

Пĕр тракторпа - 30 çул ытла

Халĕ ялхуçалăхри пĕтĕм ĕçе техника вăйĕпе тăваççĕ. Çавăнпа механизатор яланах кирлĕ, ăна ял-йыш чунтан хисеплет. Шупашкар районĕнчи 35 киллĕ Пикшик ялĕнче çуралнă Анатолий Козин çинчен те ырă сăмахсем çеç каламалла.

18 Пуш, 2015

Пасарта ăнсăртран тĕл пулсан

Шупашкарăн Кăнтăр поселокĕнчи пасарта ăнсăртран тĕл пултăм эпĕ ăна. Манăн ентешех вăл: эпĕ вара ун çинчен нимĕн те пĕлместĕп.

Умĕнче - хуçалăхра куллен кирлĕ инструментсем, электроэнергие пĕчĕклетекен трансформаторсем... Вĕсемпе кăштах суту тăвать иккен.

Pages