Лицензисем пама пуçлаççĕ

30 Авăн, 2014

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ.

ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Олег Бирюков нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе предпринимательлĕх ĕç-хĕлне лицензилесси çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - республикăра нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе 136 управляющи компани, нумай отрасльлĕ 25 предприяти пулăшу ĕçĕсем параççĕ. 6-шĕ çуртсене тытса тăрас тата юсас тĕлĕшпе пулăшу кÿреççĕ.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне кĕртнĕ тÿрлетÿсем вăя кĕнĕ. Вĕсем нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе предпринимательлĕх ĕç-хĕлне лицензилессине палăртнă. Лицензисем парассине йĕркелес ыйтусемпе Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ ĕçлет.

Олег Бирюков палăртнă тăрăх - лицензи илмешкĕн вăхăт нумаях паман, 2015 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас тĕлĕшпе предпринимательлĕх ĕç-хĕлне лицензисĕр пурнăçланăшăн административлă майпа явап тыттараççĕ.

РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕ лицензи илмелли требованисене палăртнă. Вĕсен шутĕнче - лицензи илес текенĕн Раççей Федерацийĕн территорийĕнче юридици вăйĕнче тăракан е уйрăм предприниматель пек регистрациленмелле, должноçри çыннăн квалификаци аттестачĕ пулмалла, судпа айăпланă вăхăт иртмен пулсан та лицензи памаççĕ. Ĕç пирки информаци пĕлтермелли требование пăхăнмасан организаци лицензи илеймĕ. Дисквалификациленĕ çынсен реестрне /ăна Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантармалли фонд йĕркелесе пырать/ информаци кĕртнĕ çынсене те лицензи илмелли экзамена хутшăнтармаççĕ.

ЧР Пуçлăхĕ лицензисем парасси çĕнĕ инструмент пулнине палăртнă, унпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерме тивĕçлипе усă курмалла. Михаил Игнатьев лицензисем парассине çирĕп йĕркепе туса пыма, шанчăксăр управляющи компанисем вĕсене илме хăтланнине чарса лартма чĕнсе каланă.

Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем налук хумалли никĕсе патшалăхăн куçми пурлăх кадастрне капиталлă строительство объекчĕсем тата çĕр лаптăкĕсем çинчен пĕлтернисемпе пуянлатса ÿстерекен ĕç çинчен пĕлтернĕ.

Хальхи вăхăтра управлени куçми пурлăхăн патшалăх кадастрĕнчи капиталлă строительство объекчĕсем çинчен пĕлтернисене налук органĕн кăтартусен базинчи пĕлтернисемпе танлаштарас енĕпе ĕçлет. Куçми пурлăх объекчĕсем çинчен тĕрлĕ органтан тĕрлĕрен пĕлтереççĕ. «Правасен реестрĕнче пирĕн капиталлă строительствăн 540 пин объекчĕ, куçми пурлăх кадастрĕнче - 710 пин, налук органĕнче - 760 пин», - тенĕ Екатерина Карпеева.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика муниципалитечĕсен ертÿçисене çулталăк вĕçлениччен капиталлă строительство объекчĕсене регистрацилес тĕлĕшпе ĕçе вĕçлеме чĕнсе каланă. «Çак налуксен 100 проценчĕ районсенче юлать. Вырăнти бюджетăн тупăш пайне вун-вун млн тенкĕпе пуянлатмашкăн çак мелпе туллин усă курмалла», - палăртнă вăл.

Канашлу вăхăтĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче выльăх масарĕсем йышăнакан çĕр лаптăкĕсен прависене патшалăх регистрацилес ыйтусене сÿтсе явнă. Патшалăх ветеринари службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Харитонов пĕлтернĕ тăрăх - республикăра выльăх масарĕсем 830. Ял тăрăхĕсем ку тĕллевпе 489 çĕр лаптăкĕпе усă курмалли правăна йĕркеленĕ. 782 вырăнти выльăх масарĕсене палăртса тухнă. Вăрнар, Тăвай районĕсенче ку ĕçе вĕçленĕ. Элĕк, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Етĕрне районĕсенче çак ĕçе япăх ирттереççĕ.

Канашлура çавăн пекех çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçламăшĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисене социаллă учрежденисене ăшă парас енĕпе халех ĕçе пуçăнма сĕннĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.