Логистика центрĕнчен шикленмелле-и?

Шупашкар районĕнчи Çĕньял ял тăрăхне кĕрекен Илпеш çывăхĕнче логистика центрĕ тăвас ыйту юлашки вăхăтра самай калаçу çураттарчĕ. Çав ыйтăва сÿтсе явакансен йышĕнче депутатсем çеç мар, тĕрлĕ вырăнта пурăнакансемпе тĕрлĕ парти членĕсем те пур. Çынсем логистика центрне тăвассине хирĕçлесе калаçнине илтме тивет. Чăннипех те шикленмелле-и унран? Яваплă тĕрлĕ должноçе йышăнакансем çакăн пирки мĕн шухăшланине пĕлме май килчĕ. 

Владимир ДИМИТРИЕВ, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- "Развитие" тулли мар яваплă общество Çĕньял ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен хăй вăхăтĕнче пай çĕрĕсене туяннă. 10 çул ытла вăл çав çĕр çинче нимĕн те туман. Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ пулнă çĕре пĕлтĕр Чăваш Ен Правительстви промышленность тĕллевĕпе усă курасси çинчен калакан йышăну кăларчĕ. Çĕр хуçи халĕ унта логистика центрĕ уçма палăртнă. Производствăпа склад пÿлĕмĕсенче 150 çын валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртать вăл. Çĕнĕрен ĕç вырăнĕ уçăлсан бюджета хушма налук кĕрĕ, вăл экономикăшăн та, социаллă пурнăç аталанăвĕшĕн те усăллă. Çĕре ахаль вырттариччен ун çинче ĕçлени лайăх. 

Наталья ТИМОФЕЕВА, Чăваш Енĕн Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ:

- Çĕр ыйтăвĕ яланах калаçтарать. Уйрăм çын харпăрлăхĕнчи çав çĕре пĕлтĕр промышленность тĕллевне куçарнăччĕ. Унта - 65-е яхăн гектар. Республика шайĕнче тунă çав йышăну саккунлине Чăваш Енĕн Аслă судĕнче пăхса тухса çирĕплетнĕ.

Калаçтаракан çĕр çинче Китай инвесторĕсем сĕт-çу завочĕ тăвĕç текен сас-хура тĕрĕс мар. Çĕр хуçин докуменчĕсенче унта промышленноçпа склад комплексĕ тума палăртнă.

Вырăнти ял тăрăхĕнче пурăнакансен, унта пурлăх пуррисен шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ. Çĕре ял хуçалăх тĕллевĕнчен промышленность тĕллевне куçарас тенĕ чух çынсен шухăшне шута илнĕ. 2008 çултанпах çав çĕре промышленность тĕллевĕпе резервра тытнă. Çĕре тивĕçлипе усă курманни пире те тивĕçтермен. Пĕлтĕр вара ăна промышленность тĕллевĕпе усă курма куçарнă.

Çĕньял ял тăрăхĕнче кăçалхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче Депутатсен пухăвĕн ларăвне ирттерни, унта тунă йышăну саккунлă мар. 

Вячеслав РАФИНОВ, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн ертÿçи:

 - Çынсен пурнăç пахалăхĕ экономика шайĕнчен килет, экономика аталанăвĕ - инвестици хывнинчен. Инвесторсем çул-йĕр тата коммуникаци енчен ăнăçлă регионсемпе районсене суйласа илеççĕ. Шупашкар районĕ çав енчен яланах илĕртÿллĕ пулнă. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем унччен Шупашкар район çĕрĕсем çинче аталаннă. Мĕн тăвас тетĕн, хула çывăхĕнчи районсен шăпи тĕнчипех çавăн пек.

Çĕнĕ предприяти валли пирĕн тăрăха укçа килмесен вăл урăх çĕре кайĕ, унпа пĕрлех - налуксем, çынсен укçи-тенки. 

Ним çукран шăв-шав çĕкленине суйлавсем çывхарнипе сăлтавлатăп. Политика тĕллевне мала хуракансен вырăнти çынсем пирки чи малтан шухăшламалла. Ют çĕршыври специалистсене пули-пулми илсе килеймĕн, ун валли ятарлă йĕркене пăхăнмалла. Ĕç вырăнĕсем уçăлни хамăр тăрăхри çынсемшĕн лайăх.

www.hypar.ru 

Тĕрлĕ шухăшпа Вера ТИТОВА кăсăкланнă.

 

 

 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас