М-7 те анлăланĕ, çурма ункă та пулĕ

17 Раштав, 2018

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкарти Мускав кĕперне савăнăçлă лару-тăрура уçнă май унта килнĕ сумлă хăнасемпе, çав шутра РФ транспорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕпе Иннокентий Алафиновпа сÿтсе явнă ыйтусем пирки пĕлтернипе вĕçленчĕ.

Чи малтанах — Шупашкарти виççĕмĕш çурма ункă-çул. Тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх, унăн проекчĕпе ĕçлеççĕ ĕнтĕ — çитес çул вĕçĕнче хатĕрлесе çитермелле. М-7 автотрассăн Шупашкар çумĕнчи сыпăкне, Кÿкеçе çитиччен, реконструкцилесси пирки те калаçу пулнă. Хĕсĕк вырăнсем анлăланĕç, çийĕнчен тăватă çĕрте развязкăсем пулмалла. Халь кану кунĕсенче хуларан тухма, каялла кĕме йывăр — вăрăм «пăкăсем». Реконструкци çак чăрмава сирме тивĕç.

Европăна Китайпа çыхăнтармалли автомагистраль тăвас ыйтăва та татса панă. Чăваш Ен урлă Канашпа юнашар иртмеллискерĕн пĕтĕмĕшле хакĕ — 550 миллиард тенкĕ. Ăна 2024 çул тĕлне хута ярасшăн.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Теги: 

Комментари хушас