«Мана ялта Афродита тетчĕç»

31 Раштав, 2015

Патăрьел районĕнчи Турханти Кокель пленэрне çулсеренех хутшăнакан çамрăк художниксенчен ун пирки пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ. Шкул çумĕнче пурăнакан Нина аппа ватлăха пăхмасăрах вĕлле хурчĕсем усрать, сăрă ăстисене качака сĕчĕпе сăйлать-мĕн... Темпе те кăсăкланаканскер Кокель пленэрне тĕрлĕ çĕршывран килнисен пĕтĕмлетÿллĕ куравне те çитсе куратех. Каймасăр, ара, художниксем темиçе çул ĕнтĕ унăн пахчинчи вĕллесене ÿкереççĕ. Кăçал та Пенза тăрăхĕнчен килнĕ Елена Вилкова унăн вĕллисене сăнланă. Ĕçĕсене Нина Терентьевăна та, Турхан шкулне те асăнмалăх парнелесе хăварнă. Сăнанă тăрăх, художниксем хурт-хăмăрçăсемпе утара сайра хутра кăна ÿкереççĕ. Пленэра хутшăнакансем вара Нина Ивановнăн килти утарĕнчен тухма та пĕлмеççĕ. Унăн вĕллисем ыттисенчен уйрăларах тăраççĕ-им? Мĕнпе илĕртет вăл сăрă тĕнчине суйланисене? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.