Манăн асăмри Илпек

28 Утă, 2015

Нумаях пулмасть-ха Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине палăртрăмăр. Юбилей тĕлне Чăваш академи театрĕ паллă писателĕн "Хура çăкăр" романĕ тăрăх çырнă пьесине лартнă пулсан вырăнлă пулĕччĕ. 90 е 95 мар, 100 çул çке-ха!

Пурнăç кукăрĕ-макăрĕ мана та сумлă, пултаруллă сăмах маçтăрĕпе "сĕртĕнсе" иртме май туса пачĕ.

Ку çапла пулчĕ. Пирĕн мухтавлă космонавт А.Г.Николаев Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче Александр Артомонов хушаматлă çынпа /Куславкка район çынни/ пĕрле вĕреннĕ пулнă. Артомоновпа эпĕ 1978 çулта çулла "Волга" ресторанта паллашрăм. Космосран иккĕмĕш хут вĕçсе таврăнсан А.Г.Николаев хăйĕн патне хăнана - тĕлпулăва чăваш писателĕсене чĕннĕ. Вăрман техникумĕнче пĕрле вĕреннĕ юлташне те сиктерсе хăварман иккен. Шăпах çакăнта Артомонов Илпек Микулайĕпе çывăхрах паллашнă пулнă.

Мана та, Артомонова та литература каçалăкĕ илĕртнĕччĕ ун чух.

Тепĕр эрнеренех Артомонов мана Илпек Микулайĕ патне килне илсе кайрĕ. "Чĕнмен хăна" пултăмăр пулин те кучченеçпе кайма пĕчĕк йÿтĕм те пулчĕ: çав кун Тинĕс-çар флочĕн кунĕччĕ.

Питĕ йĕркеллĕ, тарават кĕтсе илчĕç пире Николай Филипповичпа унăн мăшăрĕ Вера Федоровна. Сăмах май, Вера Федоровна мана, пединститут студенчĕ пулнăскере, унчченех пĕлетчĕ: вăл асăннă вĕрентÿ учрежденийĕнче библиотекарьте ĕçлетчĕ.

Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер тап-тасаччĕ. Залри урам еннелле тухакан стенана пĕтĕмпех кĕнекесем йышăннăччĕ.

Чылайччен лартăмăр кухньăра вакланкаласа, сăмах майлаштаркаласа.

Меллĕ майпа усă курса эпĕ вăтана-вăтанах паллă писателе хамăн пуçласа çырнă калава кăтартса пăхас терĕм. Николай Филиппович ăна тимлĕн вуласа тухрĕ те çапла каларĕ: "...Кунтан лайăх калав тума пулать. Педагогикăшăн усăллă калав... Анчах ĕçлемелли нумай..." Унтан хушса хучĕ: "Писателĕн нихăçан та хăйĕн геройне тÿррĕн хак памалла мар, писатель тивĕçĕ - геройсен, персонажсен портретне, ĕçне-хĕлне ÿкерсе кăтартасси, вĕсен шалти тĕнчине уçса парасси. Геройсене вара вулакансем хак паччăр..."

Эпĕ кĕнеке лавккинче унăн вырăсла куçарнă "Хура çăкăр" /"Черный хлеб"/ романне туянса илсе пынăччĕ. Кĕнекен титул листи çине çапла çырса алă пусрĕ сумлă писатель: "Ваççа шăллăм, кирек хăçан та ырă кăмăллă пул. Сана пурте хисеплеччĕр, эсĕ çавна тивĕçлĕ çын. Ас ту, хăвăн чун хакне нихăçан та ан чакар. Ан чакар! Хисепĕм сана.

Илпек Микулайĕ. 29.07.1978ç."

Тепрехинче эпир виççĕн - Калошин хушаматлă артист, эпĕ тата Илпек Микулайĕ - пединститутăн вĕренÿ корпусĕнчен пуçласа "Ача-пăча тĕнчи" çурчĕ таранччен Шупашкар хула урамĕпе проспектне утăмласа тухрăмăр. Кампа кăна алă тытса сывлăхланмарĕ пулĕ Николай Филиппович утнă май. Пирĕнпе вара хулара пурăнакан чăвашсем тăван чĕлхепе пачах калаçманни пăшăрхантарчĕ. Кĕт-мен-туман çĕртен политика ыйтăвĕсем те тапса тухрĕç. Мана пурнăçра хури-шуррине нумай тÿссе ирттернĕ, юнлă вăрçă вучĕ витĕр тухнă çыннăн шухăшне пĕлме кăсăклăччĕ, çавăнпа ун чухне "çăвара шыв сыпса" утрăм.

Тата çакна уйрăммăн палăртмасăр хăвараймастăп: кирек кам çинчен калаçсан та Илпек Микулайĕ кĕвĕçÿпе касăлмастчĕ, никама та "тикĕтлеместчĕ", "хура юпа çумне пăталамастчĕ".

Кĕске, хутсăр предложенисемпе, сăнарлă чĕлхепе, шухăша уççăн, пат татса, пăтăр-патăр калаçатчĕ вăл. Тĕрĕссипе, çак пуплев уйрăмлăхĕ унăн произведенийĕсен чĕлхипе стильне те сăрхăннă. Илпек Микулайĕ А.П.Чехов "пиши так, чтобы словам было тесно, а мыслям просторно" тесе асăрхаттарнине хăйĕн пултарулăх креди туса хунă пек туйăнать.

Тăван чĕлхе тасалăхĕшĕн хыпса çунаканскер ятарлă статьясем те çырнă. Вĕсенчен пĕрне - "Сăмах тăван чĕлхе, тăван çырулăх пирки" ятлине - тĕплĕн вулама, унти усăллă асăрхаттарусене ăша хывма сĕннĕ пулăттăм. /2000 ç., "Хыпар", çĕртме, 30/. Кунта автор искусство, литература, чĕлхе ыйтăвĕсене философ, историк, топонимик тÿпинчен сăнаса тишкерет. Пĕр тĕслĕх çеç илсе паратăп: "Тăван чĕлхене тăрăшсах тĕшмĕртмен çы-ракансем "çеçке" те "чечек" тенĕ сăмахсене пĕр шухăша илмесĕр арпаштараççĕ. "Çĕмĕрт çеçке çу-рать, çĕмĕрт çеçкере" тетпĕр эпир, вăл тĕрĕс, темиçе ĕмĕрсем хушши халăх çапла каланă. Мĕншĕн çавна тĕрĕс тетпĕр? Мĕншĕн тесен çĕмĕрт вăл пĕр çу хушшинче ÿсекен курăк мар, вăл йывăç, çулсерен çеçкене лараканскер. Хăяр тесен, урăхла шухăш, вăл çуркунне чечеке ларать те çу хушшинче хăярне ÿстерет, кĕркунне пĕтсе те ларать. Ăна тепĕр çул тепре акса ÿстермелле. Илтнĕ-и эсир ăçта та пулин, камран та пулин "хăяр çеçкере" тенине? Çук, илтмен пуль эсир те чăн чăваш çавăн пек каланине..."

Çакăн йышши усăллă асăрхаттарусем статьяра чылай.

Илпек Микулайĕ общество ĕçĕсене те хастар хутшăнатчĕ, ялсене тухса çÿретчĕ, вулакансемпе тĕлпулусем ирттеретчĕ.

Вăл ман асăмра анлă тавракурăмлă, халăх йăли-йĕркине тарăн пĕлекен, сăпай, ытарма çук ырă кăмăллă чĕлхе асамçи пек юлчĕ.

 

Василий СИПЕТ,

çыравçă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.