«Манăн чун-чĕрен чи лайăх тусĕсем» тĕлпулу

1 Раштав, 2016

Нумаях пулмасть республикăри ачасемпе çамрăксен вулавăшĕнче «Çыравçăпа ирттернĕ кун» мероприятисен ярăмĕпе килĕшÿллĕн Светлана Гордеева сăвăçпа, Валерий Кошкин сăвăç-куçаруçăпа, Роза Степанова юрăçпа тĕлпулу иртрĕ. Вĕсене курма, пултарулăхĕпе киленме тата тĕслĕх илме килнисем — Шупашкарти 49-мĕш шкулăн 4-мĕш класс ачисем.

Светлана Гордеева — сăвăç, ÿнерçĕ тата журналист. Вăл ачасене валли илемлĕ хайлавсем шăрçалать, кĕнекисене валли те хăех ÿкерет.

Кăçал Чăваш Енре — Ĕç çыннин çулталăкĕ. Çавна май Светлана Денисовна тĕрлĕрен специальноç пирки сăмах хускатрĕ.

— Ача чухне пурте тĕрлĕрен професси пирки ĕмĕтленеççĕ, ÿссе çитсен вара урăххине суйлаççĕ. Кам пулмалла? Йăнăшас мар тесен мĕнле çулпа каймалла? Пулас професси пирки мĕн пĕчĕкрен шухăшламалла çав, — терĕ вăл.

Ачасем хăйсем пĕлекен профессисене хаваспах калама тытăнчĕç. Поэтесса «Человек труда — в почете» сăввине вуласа пачĕ. Çак хайлав «Тетте» журналта та пичетленнĕ, вулакансем ăна питĕ килĕштернĕ.

Тепĕр кĕнеки — «Корзина с грибами». Ăна чăвашла Валерий Павлович Кошкин куçарнă. Светлана Денисовна вырăсла сăвăсем вуласа пачĕ, Валерий Павлович вара — чăвашла. Ачасем конкурссене хаваспа хутшăнчĕç. Чи маттуррисене Светлана Денисовна парнепе хавхалантарчĕ.

— Тĕнчере асамлăх нумай, ăна асăрхама çеç пĕлмелле, — терĕ çыравçă.

Çак сăмахсене ахальтен каламасть вăл. Унăн «Верить в чудеса» кĕнекинче пурнăçри асамлă пулăмсене сăнласа панă. 2008 çулта çак кĕнеке чи нумай вуланаканнисен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2012 çулта вара «Веселая карусель» кĕнеке чи нумай вулакана килĕшнĕ /ÿкерчĕкĕсем — Татьяна Немцеван/.

Тăван чĕлхе илемне ачасем сăвăра кăна туймарĕç. «Кĕмĕл сасă» конкурс лауреачĕ Роза Витальевна Степанова шăрантаракан «Илемлĕ» чăваш халăх юррине тата ырăпа усал çинчен калакан «Тăрнапа çĕлен» юрра пурте киленсе итлерĕç.

Паллă çынсен пултарулăхĕпе хавхаланнă май тăваттăмĕш класра вĕренекен Рамир Кириллов, Ксения Смирнова, Юлия Кузьмина, Ваня Никандров чăвашла сăвăсем вуласа тĕлĕнтерчĕç. «Манăн чун-чĕрен чи лайăх тусĕсем» тĕлпулу пурне те савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕ.

Татьяна ЗАХАРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.