Манăн Тăван çĕршыв

20 Çĕртме, 2017

Кашниех хăйĕн тăван кĕтесне чунтан юратать. Тăван çĕршыв — çуралнă ял е поселок, е хула. Чăваш Енре тăхăр хула: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Етĕрне, Улатăр, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕмĕрле. Вĕсен пурин те герб, ялав, гимн пур. Паян сире, тусăмăрсем, республикăри хуласен гербĕсемпе паллаштарма тытăнăпăр.

Чăваш Республикин тĕп хули — Шупашкар. Шупашкар гербĕн çÿлти пайĕнче виçĕ юман ÿкернĕ. Вĕсем хулан авалхи, хальхи тата малашнехи пурнăçне сăнлаççĕ. Пĕрремĕш хут летопиçре асăннине «1469» тесе çырса паллă тунă. Хула гербĕн çÿлтипе аялти пайĕсене хумлă йĕр уйăрать. Вăл Шупашкар юхан шыв хĕрринче вырнаçнине, мăнаçлă Атăл хумĕсене пĕлтерет. Ку таврара мĕн авалтан кăвакал нумай пулнă, çавăнпа герб çине пилĕк кăвакал ÿкернĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.