Манас марччĕ иртнине, Несĕлсен пуянлăхне!

23 Çĕртме, 2018

Кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен 6-мĕш Акатуйĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре уçăлчĕ.

Уява хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Николай Малов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов саламларĕç.

Михаил Васильевич çавăн пекех ял хуçалăх ĕçĕнче палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Тăвай районĕнчи Сергей Илларионовăн хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Валентин Григорьев рабочи, Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» хуçалăхри Галина Кондратьева пăру пăхакан тата Патăрьел районĕнчи «Батыревский» хуçалăхри Станислав Сулгаев водитель «ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕç. Михаил Игнатьев çавăн пекех чылай ĕçчене ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕ.

Алена СТАРОСТИНА, Тутарстанри Теччĕ районĕн культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» ансамбль ертÿçи:

— Шупашкара савăк кăмăлпа килсе çитрĕмĕр. 2018 çул пирĕншĕн, Иван Яковлев ентешĕсемшĕн, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăнна Кушки çĕрĕ çинче кун çути курнă чăваш пĕтĕм халăхăн сăваплă çынни пулса тăчĕ. Çакă пире хавхалантарать, çунат хуштарать, пурте илтмелле: «Иван Яковлев пирĕн çын», — тесе калаттарать. Эпир унпа мухтанатпăр.

Луиза АЛЕКСАНДРОВА, Беларуçри «Атăл» чăваш общество пĕрлĕхĕ çумĕнчи «Хамăр ял» ансамбль ертÿçи:

— Республика кунĕ — çулталăк тăршшĕпех кĕтекен уяв. Шупашкара килсе каясси пысăк чыс пирĕншĕн. Кунта хамăрăн пултарулăха, ăсталăха, чăваш халăхĕн юрă-кĕвĕ культурине мĕн шайра упраса хăварнине пĕтĕм чăваш тĕнчине кăтартатпăр. Унсăр пуçне чи çывăх тăвансемпе курнăçатпăр.

Алиса ШАРПАЕВА, Санкт-Петербургри чăваш культура обществин хастарĕ:

— Кăçалхи ака уйăхĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене Питĕрте йышăнтăмăр. Тавах артистсене, чăн-чăн асамçăсем вĕсем. Паян кунччен ăшшăн аса илетпĕр. Халĕ хамăр Шурă Шупашкара çитрĕмĕр. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăнатпăр, хамăр мĕн пултарнине кăтартатпăр. Эпир Иван Миронов ентешпе чăваш юррисене дуэтпа юрлатпăр.
 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас